NikolaevРаççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Çумĕ Марат Хуснуллин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, унта регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

«Чăваш Республикинче граждансене пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшакан комплекслă ĕç хастар пурнăçланать. 2030 çул тĕлне «Пурнăç инфратытăмĕ» нац­проект шайĕнче 790 пин ытла çын /е регионти халăхăн 67 проценчĕ\ пурăнакан 19 ял-хулара пурăнмалли хутлăх пахалăхне 30% ÿстерме палăрт­нă. Территорисене комплекслă аталантармалли 7 проекта пурнăçлама тытăннă. Пурĕ 83 га лаптăклă çакăн пек 10 территорие палăртнă. Çавăн пекех регионта пурăнмалли çурт-йĕр хута ярассипе те пысăк кăтартусем пур. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа 510 пин тăват­кал метр хута янă, ку вăл пĕл­тĕрхинчен 13% нумайрах. Ĕçĕн хăвăртлăхне чакармалла мар», – тесе каланă Марат Хуснуллин.

Регионта бюджет кредичĕсен шучĕпе инфраструктура проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе пысăк ĕç пынине палăрт­нă Вице-премьер. Регионсен аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен Правительство комисси­йĕн президиумĕн ларăвĕнче халăха таса шывпа тивĕçтермелли объектсене юсаса çĕнетме 2,44 млрд тенкĕлĕх казначействăн инфратытăм кредитне илме Чăваш Республикин заявкине ырланă. Коммуналлă инфратытăма çĕнетесси регионта тата программăсен ша­йĕнче те ăнăçлă пурнăçланса пырать. Çав шутра федераци бюджетĕнчен финанс пулăшăвĕ панипе 31,7 çухрăм инженер сечĕсем хута янă.

Уçă калаçу вăхăтĕнче ертÿçĕсем 2030 çулччен çул-йĕр ĕçĕ-хĕлĕн планне пурнăçласси, çав шутра М-7 «Волга» автоçула юсаса çĕнетесси, сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене хута ярасси пирки те сăмах хускатнă.

«Республикăшăн пысăк пĕл­терĕшлĕ анлă проектсене пурнăçлама пирĕнпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн Марат Шакирзяновича тав тă­ватăп. Вĕсене кашнине çывăх вăхăтрах пурнăçа кĕртессипе çыхăннă тапхăрсем пирки тĕп­лĕ килĕшÿ тăватпăр. Тĕслĕх­рен, эпир Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин ырланă проекта — Респуб­ликăри клиника больницин çĕнĕ комплексне тăвассине сÿтсе яврăмăр. Вăл Чăваш Енре пурăнакансене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме май парĕ. Çул-йĕр хуçалăхне аталантарас сферăра çулсем тăвас ыйтусене пăхса тухнă. Шупашкар хули çывă­хĕн­чи М-7 автотрассăна юсаса çĕнетмелли проектпа строи­тельство тата монтаж ĕçĕсене хăвăртрах пуçлама килĕшÿ тăватпăр. Президент хушă­вĕпе аэропорт перронне юсассипе вара ĕçсем пуçланнă та ĕнтĕ», – тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Регионта обществăлла транспорта модернизацилес ĕç те пырать. Федераци пулăшăвĕн мерисемпе усă курса 2023-2024 çулсенче çĕнĕ 47 автобуспа 40 троллейбуса çул çине кăларнă.

ЧР ПА пресс-служби

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика