Вăрмарти «Светлана» ООО çĕвĕ фабрики ĕçлесе кайнăранпа кăçал октябрĕн 10-мĕшĕнче 15 çул çитет.
Паянхи кун республикăри çăмăл промышленноç аталанăвĕнчи ĕç калăпăшĕсене ÿстерсе тухăçлă ĕçлесе пыракан предприяти ку. Светлана Николаевнăпа Вениамин Леонидович Белоусовсем пĕр шухăшлă пулса çемье бизнесне ăнăçлă тытса пырассишĕн, аталантарассишĕн кунран кун тăрăшаççĕ. Тĕп направленийĕ — тĕрлĕ ĕç профессийĕсенче тăрăшакан рабочисем валли ятарлă ĕç тумĕ çĕлесси, çавăн пекех вырăн таврашĕсем те хатĕрлеççĕ. Раççейпех саланать хатĕр продукци. Хусан, Шупашкар, Мускав, Чулхула тата ытти хула предприятийĕсем — нумай çулхи шанчăклă партнерсем. Пирĕн районти предприятисенче тăрăшакан рабочисене те «Светлана» тумлантарать. Вăрмарти ял хуçалăх предприятийĕсенче, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче, Вăрмарти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕн управляющи компанийĕн, тырă йышăнакан предприятин, «Урмарытеплосеть», «Водоканал» тата ытти предприяти ĕçченĕсене те «Светланăра» çĕленĕ хĕллехи тата çуллахи типтерлĕ те паха ĕç тумĕпе тивĕçтереççĕ руководительсем. Продукци пахалăхĕ — тĕп вырăнта. Патшалăх стандартне пăхăнса ĕçлеççĕ. Çакна кура çĕвĕ предприятийĕн продукцине ыйтакансем яланах нумай.
Паянхи кун 45 çын ĕçлет предприятире, вĕсенчен 30-шĕ — çĕвĕçсем. Специалистсем çителĕклĕ. Апла пулин те çĕвĕçсене ĕçе илме хатĕр кунта, унсăр пуçне çамрăксене, студентсене те. Çамрăксене пурăнмалли хваттерпе те тивĕçтерме пултараççĕ предприятире ĕçленĕ вăхăтра. Çавăн пекех çĕлеме вĕренсе малалла çакăнтах ĕçлеме юлас текенсене те ĕçе илеççĕ. Ĕç кунĕ 8.00 сехетрен пуçласа 17.00 сехетчен. Пурне те тулли соцпакетпа тивĕçтереççĕ.
«Светлана» фабрика çĕвĕ производствине Чупайĕнче тата Элĕк районĕнче те чылай çул ăнăçлă йĕркелесе пырать. Чупайĕнчи филиалра 6, Элĕкре 15 çĕвĕç ĕçлет.
Ыркăмăллăх ĕçĕнчен нихăçан та айккинче юлмасть çĕвĕ предприятийĕ. Ятарлă çар операцийĕнчи ентешсене укçа-тенкĕпе те, апат-çимĕç продукчĕсемпе, автомашинăсем валли саппас пайсемпе те пулăшаççĕ. СВО пуçлансанах салтаксене тумтирпе, ытти хатĕрсемпе тивĕçтерессипе йывăрлăх килсе тухсан «Светланăра» çывăрмалли михĕсем, çар тумне чылай çĕленĕ пулнă гуманитари пулăшăвĕпе парса яма.
Календарьти паллă уявсенче коллектива хавхалантарсах тăма тăрăшаççĕ, уявсемпе саламлаççĕ.
«Светлана» çĕвĕ предприятийĕ малашне те аталанса пытăр, Вăрмар тăрăхĕн аталанăвĕнче унăн тÿпи яланах пысăк шайра пултăр!
Эвелина МИХАЙЛОВА
