Иртнĕ кунсенче «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцине çакăн пек содержаниллĕ çыру килчĕ:

«Ырă кун пултăр, «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн хисеплĕ ĕçченĕсем! Эпир — Çиçтĕпе, Чăршçырма, Пăвакасси ялĕсенче пурăнакансем — хамăра пăшăрхантаракан ыйтупа çыратпăр сирĕн пата. Çиçтĕпе ялĕн­чи кивĕ масар çинче вырăн юлманнипе пуçарулăх бюджечĕн прог­рамми шайĕнче кунта çĕнĕ масар территорине палăртса карта тыт­нă пулнă. Унтанпа пĕр çул кăна иртмерĕ ĕнтĕ, çапах та ку тĕнчерен уйрăлса кайнă хамăрăн çывăх çыннăмăрсене çĕнĕ масар çинче пытарма пултараймастпăр. Масар патне илсе каякан сарман çул çине асфальтлă çул çинчен анмалли вырăнĕ çав тери чăнкă. Ни автомашинăпа анма çук, ни çуран. Масар çулĕ çине анмалли вырăна майлама ыйтса Кавал ял тăрăхĕн яваплă çыннисемпе темиçе хутчен те калаçрăмăр, çапах та лавĕ вырăнтан тапранмасть. Кивĕ масар территорийĕ туп-тулли ĕнтĕ, çĕнĕ масар çинче вара йывăç-курăк та алхасма пуçларĕ. Кĕркунне те çитрĕ, ку ĕçе пурнăçласси каллех тепĕр çула куçать-ши ĕнтĕ? Тен, пирĕн ыйтăва «Хĕрлĕ ялав» хаçат урлă татса пама май пулĕ?» 18 çын алă пуснă.

Ку ыйту çине хурав илес тĕллевпе Кавалти территори пайĕн начальникĕпе Василий Адюковпа çыхăнтăмăр. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл пире: «Паллах, çĕнĕ масар çулĕпе çыхăннă лару-тăру пирки пĕлетĕп, ăна татса парассине тимлĕхе илнĕ. Кăçал ĕçсене пурнăçлаймарăмăр ĕнтĕ, анчах 2026 çулта çĕнĕ масар çулĕ çине анмалли вырăна пуçарулăх бюджечĕн программи шайĕнче тирпейлетпĕрех. Асăннă проекта плана кĕртнĕ. Пурĕ вара çитес çул пуçарулăх бюджечĕн прог­рамми шайĕнче Кавал ял тăрăхĕнче 7 проект пурнăçлама палăртнă, çав шутра 3 тараса та чавас тĕллевлĕ».

Ирина ДАНИЛОВА калаçнă

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика