IMG 9996Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркĕвĕн Вырсарни шкулĕн çуртĕнче пĕлтерĕшлĕ мероприяти — «Под Покровом Царицы Небесной» çĕнĕ кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Кĕнекене Канаш тата Беловолжск епископĕ Стефан пил панипе çырса кăларнă, авторĕсем — Людмила Владимирова, Леонид Ермолаев протоиерей тата Наталия Ермолаева.

«Под Покровом Царицы Небесной» кĕнеке вулакансемшĕн, уйрăмах тăван çĕршыв историйĕпе кăсăкланакансемшĕн, интереслĕ пуласси иккĕлентермест. Авторĕсем ăна кăларассишĕн пĕр çул çеç тăрăшман, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçыр­мари чиркĕвĕн летопиçне тĕпе хунă, архивсенче, интернет­ра информаци пухнă, ваттисен асаилĕвĕсемпе усă курнă, сăн ÿкерчĕксем пуçтарнă. Çак кăларăмра Мăнçырма чиркĕвĕн историйĕ, кунта ĕçленĕ, православи тĕнне ĕненекенсене Турă патне çул уçса пынă священниксем çинчен çырса кăтартнă.

Мероприятие пухăннисене çĕнĕ кĕнекепе тĕплĕнрех унăн тĕп авторĕ — чиркÿ архивариусĕ Людмила Владимирова паллаштарчĕ. Кĕнекене кăларассишĕн пурнăçланă ĕçсем, интереслĕ самантсемпе тĕлпулусем çинчен каласа пачĕ.

Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей тата Вырсарни шкулĕн руководителĕ Наталия Ермолаева, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фондăн Вăрмарти филиалĕн социаллă координаторĕ Татьяна Шигильдеева, Мăнçырмари территори па­йĕн начальникĕ Николай Николаев, ЧР писательсен Сою­зĕн членĕ, сăвăç тата экскурсовод Татьяна Дорофеева-Миро, чиркÿ прихожанĕ Ирина Васильева кĕнекене пысăк хак пачĕç, унăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине каларĕç.

Тĕлпулу вĕçĕнче мероприя­тие хутшăнакансем авторсене алă пустарса «Под Покровом Царицы Небесной» кĕнекене туянма пултарчĕç. Палăртмалла, кĕнекене сутса тунă укçа-тенкĕпе ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшма усă курĕç.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика