ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тата ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова видеоконференци формачĕпе иртнĕ ятарлă церемонире рес­пуб­ликăри округсенчи модернизациленĕ 6 библиотека уçнă. Çулталăк вĕçнелле респуб­ликăра модернизацилесе çĕнетнĕ библиотекăсен шучĕ 40-е çитмелле.

«Хаклă юлташсем, 6 муниципалитетра биб­лиотека хутлăхĕ çĕнелнине курма çав тери кăмăллă. Часах кашни муниципалитетрах пирĕн сахалтан та çĕнĕ ăрури модельлĕ пĕрер библиотека пулĕ. Етĕрне, Вăрмар, Пăрачкав тăрăхĕсенче те, хальлĕхе çакăн пек библиотекăсем çук пулин те, çитес çул пулмалла. Шăмăршă тăрăхĕнче пулнă май пĕлтĕр уçăлнă модельлĕ библиотекăра пулса куртăм. Библиотекарьсем акă мĕн калаççĕ: çулталăк хушшинче библиотекăна çÿрекенсен йышĕ темиçе хутчен ÿсрĕ. Ачасем, çамрăксем, аслисем те канмалли кунсенче те ĕçлеме ыйтаççĕ. Çынсен интересĕ мана хавхалантарать. Кашни хулара, ялсенче халăх çĕнĕ кăмăл-туйăмпа пуянланать», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев церемоние хутшăннă муниципалитетсен пуçлăхĕсем, депутатсем, библиотекарьсем, вулакансем умĕнче.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев кăçал çĕнĕ ăрури модельлĕ библиотека статусне республикăри 12 учреждени тивĕçесси çинчен пĕлтернĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕнче ĕçсем «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ, федераци бюджетĕнчен 38 миллион ытла тенкĕ уйăрнă.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика