Август тата сентябрь уйăхĕсем — хăмла татмалли вăхăт. Вăрмар округĕнчи хăмлаçăсем те хĕрÿ тапхăрта кашни кунпа тухăçлă усă курма, «симĕс ылтăна» кĕске вăхăтра татса кĕртме тата тирпейлеме тăрăшаççĕ.
Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн АПК аталанăвĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество Вăрмар округĕн территорийĕнче хăмлана 40 гектар çинче çитĕнтерет. Хăмла пахчисем Мăнçырма, Çĕнĕ Вĕренер, Кĕтеснер, Кавал ялĕсенче вырнаçнă.
Эрне пуçламăшĕнче Кĕтеснер ялĕнчи хăмла участокне çитсе куртăмăр, кунта вăй хуракан хастар хăмлаçăсемпе тĕл пулса калаçрăмăр.
Кĕтеснерти хăмлаçăсен ушкăнĕн бригадирĕ Елена Григорьева — пысăк опытлă ĕçчен. Хăмла çинче мĕн çамрăкран ĕçлет вăл, çав шутра бригадирăн яваплă ĕçне 12 çул тытса пырать. «Пирĕн участокăн лаптăкĕ 14 гектарпа танлашать. Кăçал хăмла татма августăн 21-мĕшĕнче тухрăмăр. Сивĕ-и, ăшă-и — кашни кун ĕçлетпĕр. Нумай юлмарĕ ĕнтĕ — кĕçех хăмла йăранĕсем пушанаççĕ», — каласа парать Елена Юрьевна.
Пурĕ 13 хăмлаçă ĕçлет Кĕтеснерти участокра: çÿлерех асăннă Елена Григорьева бригадир, Светлана Егорова, Татьяна Михайлова, Виталий Семенов, Сергей Иванов, Оксана Казанцева, Оксана Семенова, Татьяна Андреева, Татьяна Викторова, Игорь Николаев, Наталья Леонтьева, Татьяна Андреева, Луиза Александрова. Çавăн пекех 3 механик: Юрий Андреев, Олег Андреев, Рудольф Семенов.
Туслăн, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеççĕ кĕтеснерсем, кăмăл-туйăма çĕклеме шÿтлесе те илеççĕ, çавăнпа ĕçĕ кал-кал пулса пырать вĕсен, кун иртни те сисĕнмест. Пĕр ушкăнĕ цехра тăрăшать, тепĕр ушкăнĕ хăмла ÿсекен участокра. Йăран çинчи хăмла аврисене çĕр çумĕнчен пĕр çын касса пырать, унтан хăмлаçăсем вĕсене туртса антарса тракторпа цеха тиесе каяççĕ. Цехра ятарлă çекĕлсем çине çакаççĕ те тасатакан агрегат ăшне кĕртсе ярса хăмла пучаххисене авринчен уйăраççĕ. Кайран вара типĕтекен агрегатпа типĕтсе хăмлана шăналăксем çине тултарса хураççĕ. Типĕ хăмлана «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăн тĕп пунктне тиесе ăсатмалли кăна юлать. Ку ĕçе «АгроРесурсы» водителĕсем пурнăçлаççĕ.
«Хăмла çинче ĕçлеме килĕшет. Ĕç условийĕсем тивĕçтереççĕ. Кун йĕркине, хăрушсăрлăх нормисене пăхăнса ĕçлетпĕр, кăнтăрла апата каятпăр, ĕç укçине вăхăтра тÿлеççĕ. Ялтах ĕç пулни питĕ аван тесе шутлатпăр. Килте те ĕлкĕретпĕр, ĕçре те», — теççĕ Кĕтеснер хăмлаçисем кăмăллăн. Вĕсенчен ытларахăшĕ хăмла çитĕнтерессипе чылай çул вăй хурать, ĕç майне куç хупса тенĕ пек пĕлеççĕ. Мĕнех, ăнăçу сунар вĕсене çак çăмăл мар, анчах пархатарлă ĕçре.
Ирина ДАНИЛОВА
