IMG 0136Кĕнерникун, сентябрĕн 11-мĕшĕнче, ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарса янă «Сывă пурнăç патне — утăм» проект пирĕн районта хăйĕн тивĕçне вĕçлерĕ — Энĕшпуç ял тăрăхĕн çыннисене йышăнчĕ. Энĕшпуç станцийĕн, Энĕшпуç, Атайкасси, Хуруй, Пĕчĕк Енккасси, Аслă Чак, Атнаш ялĕсен çыннисем хăйсен сывлăхне уçă сыв­лăшра тĕрĕслеме пултарчĕç ку хутĕнче. Энĕшпуçĕнчи амбулатори ĕçченĕсем — Зоя Зиноновна Изосимова тата Наталия Анатольевна Сидорова медицина специалисчĕсем килессе малтанах тĕрлĕ майпа пĕлтерсе хунă халăха: телефонпа шăнкăравласа, ялсен мессенджерти чачĕ, почтальонсем урлă, килсем тăрăх çÿресе. 6 тухтăр, 2 лаборант, медицина сестрисем çынсене тÿрĕ кăмăлпа йышăнчĕç, консультацисем пачĕç.

Çак кун Энĕшпуçĕнче «Сыв­лăх патне — утăм» проекта» 100 ытла çын хутшăнчĕ, ытларах аслă ÿсĕмрисем. Хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшакансем яваплăха туйса хутшăнчĕç çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика