Финансист кунне тата Чăваш Республикинчи Финанс министерстви 105 çул тултарнине халалланă республика шайĕнчи мероприятинче пирĕн ентешсене те, вăрмарсене, чысланă.
Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн финанс пайĕн тĕп специалист-экспертне Юрий Краснова ЧР Финанс министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. «Централизациленĕ бухгалтери» муниципаллă хысна учрежденийĕн I категориллĕ бухгалтерĕ Татьяна Степанова ЧР Финанс министерствин Тавне тивĕçнĕ.
Финанс отраслĕн ĕçченĕсене уяв ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. Финанс çирĕплĕхĕ регионăн социаллă ырлăхĕпе аталанăвĕн никĕсĕнче пулнине каланă вăл. Юлашки пилĕк çул хушшинче бюджет тупăшĕсем 1,8 хут, кашни çын çине расхутсем икĕ хут ÿснĕ. 2024 çулта налук кĕни пĕрремĕш хут консолидациленĕ бюджетран ытларах пулнă. Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, финанс сферин аталанăвĕн 2030 çулчченхи Стратегийĕ управлени эффективлăхне ÿстерессипе тата экономикăн стабильлĕ ÿсĕмне тивĕçтерме инвестицисем илĕртессипе çыхăннă.
Надежда ШИШКИНА
