B«Çемье» наци проекчĕ шайĕнче Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта мобильлĕ бригада ĕçлет. Мобильлĕ бригада ĕçĕ 65 çултан аслăрах ватăсене медицина учрежденине сывлăхне тĕрĕслеме илсе çитерессипе çыхăннă.

Акă, комплекслă центрăн специалисчĕ А.Кузнецова çак кунсенче ватăсене тухтăр патне приема çитсе килме пулăшрĕ. Хăнăхман вырăнта пулни кирек кама та хумхантарать, уйрăмах ватăсене. Мобильлĕ бригада тĕллевĕ — ватăсене тухтăр патне хăтлă условисенче илсе кайса килесси.

Çыннăн сывлăхĕ малти вырăнта, учреждени специалисчĕсем вара ватăсене çакăн пек самантсенче пулăшма яланах хатĕр.

Вера ВАСИЛЬЕВА, ватăсемпе сусăр çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Арапуçĕнчи стационар уйрăмĕн заведующийĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика