photo 2025 09 11 09 13 27«Физкультурăпа спорт аталанăвĕ» патшалăх программи шайĕнче Вăрмар округĕн­че Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне, СССР спорт мастерне Валерий Сидорова асăнса маунтинбайк тата велокросс енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем иртнĕ. Унта Чăваш тата Тутар Рес­пуб­ликисенчен, Свердловск тата Иваново облаçĕсенчен 150 ытла çамрăк спортсмен хутшăнса хăйсен пултарулăхне тĕрĕсленĕ.

Ăмăртусене уçнă май пухăннисен умĕнче саламлă сăмахпа Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Николай Павлов, Валерий Сидоровăн хĕрĕ Анастасия тата ытти хисеплĕ хăнасем тухса калаçнă, пурне те ăнăçу тата çитĕнÿсем тума суннă.

Унсăр пуçне çак кун Валерий Сидоровăн ятне асăнса, вăл пирĕн округри велоспорт аталанăвне пысăк тÿпе хывнине шута илсе тата хисеплесе Вăрмарти спорт шкулĕн стени çинче Астăвăм хăми уçнă.

Ăмăртусенче мала тухнисем хушшинче Вăрмар округĕн спортсменĕсем те пулнă. 9-10 çулсенчи арçын ачасем хушшинче Виктор Гурьев 3-мĕш вырăн йышăннă. 11-12 çулсенчи арçын ачасем хушшинче Артемий Расколов çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ /сăн ÿкерчĕк çинче\. 11-12 çулсенчи хĕрачасем хушшинче Алекса Пуд­рикова 1-мĕш, Валерия Нестерова 2-мĕш, Елизавета Лазарева 3-мĕш тухнă. 13-14 çулсенчи арçын ачасем хушшинче Иван Пудриков 4-мĕш пулнă.

Çавăн пекех иртнĕ канмалли кунсенче Вăрмар округĕнче 6 хутчен СССР чемпионĕ пулнă СССР спорт мастерне В.Гаврилова асăнса велокросс енĕпе Пĕтĕм Раççей шайĕнчи ăмăртусем иртнĕ. Унта та спортсменсем йышлăн хутшăннă, вăрмарсем вара лайăх результатсемпе палăрнă.

Галина ЖУК, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕн заместителĕ 

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика