byВăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн ватăсемпе сусăр çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Арапуçĕнчи стационар уйрăмĕнче — ваттисен çуртĕнче — «ЗОЖ» /«Сывă пурнăç йĕрки»/ клуб ĕçлет. «Çемье» наци проекчĕ шайĕнче кунта кунсерен тенĕ пек тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Вĕсен тĕллевĕ — ваттисен çуртĕнче пурăнакансен сывлăхне çирĕплетесси тата кăмăл-туйăмне çĕклесси.

Çак кунсенче, акă, ватăсемпе сусăрсене пăхма пулăшаканĕ Анжела Кузнецова темиçе мероприяти те ирттернĕ. Унта хутшăнакан ватăсем скандинави уттипе утса уçă сывлăшпа киленнĕ, ÿт-пĕвне çирĕплетнĕ. Спортăн асăннă тĕсĕ чĕрепе юн тымарĕсемшĕн, мĕнпур мышцăшăн усăллă.

Çавăн пекех çирĕплетекен гимнастика енĕпе те занятисем иртнĕ. Гимнастика активлă пурнăç йĕркине тытса пыракансене кĕлетке пиçĕлĕхне ÿстерме пулăшать. Унсăр пуçне медитаци те пулнă. Медитаци вăхăтĕнче ватăсем кĕлеткене кантарма, шалти туйăмсене лăплантарма хăнăхнă, çапла вĕсен кăмăлĕ те лайăхланнă.

«Пирĕн уйрăмра иртекен спорт занятийĕсем мана питĕ килĕшеççĕ. Вĕсем кăмăл-туйăма çĕклеççĕ, вăй кÿреççĕ, малалла пурăнма хавхалантараççĕ», — тет ваттисен çуртĕнче хÿтлĕх тупнă Василий Тушинский.

Ирина АЛЕКСАНДРОВА, социаллă ĕç специалисчĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика