«Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ шайĕнче Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта савăнăçлă пулăм пулса иртнĕ — «Попади в десятку» проекта пурнăçлама шкула интерактивлă тир йĕркелемелли оборудовани уйăрса панă. Асăннă проект ашшĕ-амăшĕсен сообществисен пуçарăвĕсен конкурсĕн 2-мĕш тапхăрĕн çĕнтерÿçисен шутне кĕнĕ. Конкурса РФ Çутĕç министерстви пулăшнипе «Знание» общество йĕркеленĕ.
Пинер шкулĕнче çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ енлĕ воспитани парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Интерактивлă тир çак ĕçе татах анлăлатма, эффективлăрах тума пулăшĕ.
