Çĕнĕ 2025-2026 вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш кунĕнче пирĕн шкулта Паттăрлăх урокĕ иртрĕ. Ăна Украинăри ятарлă çар операцийĕн участникĕ, мобилизациленĕ чăваш полкĕн командирĕн заместителĕ, Пысăк Енккассинчи шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Никита Романовăн ашшĕ Игорь Владимирович Романов подполковник ирттерчĕ.
7-11 классенче вĕренекенсемпе хăйĕнпе пĕр çулхи çынсемпе калаçнă пекех, уççăн, çăмăл чĕлхепе калаçрĕ Игорь Владимирович. Пире вăл калаçу вăхăтĕнче шкул саккинченех çирĕп характерлă пулса çитĕнме, патриотлăх тата пĕр-пĕрне пулăшмалли туйăмсене мала хума вĕренмелли çинчен каларĕ. Вĕренÿре ăнăçу сунчĕ. Эпир подполковникрен çарти пурнăç çинчен, СВО зонинчи пурăнмалли условисем пирки ыйтса пĕлтĕмĕр, кăсăклансах итлерĕмĕр каласа панисене. Хĕрÿ çапăçу вырăнĕсенче пулса курнă çар çыннинчен ытларах кам каласа патăр-ха пире СВО пирки!
Интереслĕ тĕлпулушăн тав туса Игорь Владимировича çирĕп сывлăх, çăмăл мар службăра ăнăçу, каялла часрах киле çĕнтерÿпе таврăнма сунтăмăр.
Пысăк Енккассинчи вăтам шкул коллективĕ те Игорь Владимировича ачасене патриотла воспитани парас ĕçре активлăх кăтартнăшăн, паттăрлăхшăн, чăтăмлăхшăн, пирĕн мирлĕ пурнăçшăн Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланăшăн чĕререн тав тунине пĕлтерет.
Çакăн пек Паттăрлăх урокĕсем ирттерни пире хамăрăн Тăван çĕршыв çинчен ытларах пĕлме, ăна тата та ытларах хаклама, юратма хистеççĕ.
Виктория Александрова, Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти 11 класс вĕренекенĕ
