Чупай ялĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăн паттăр салтакне — Никита Дмитриевич Зарубин летчик-штурмана асăнса вăл пурăннă çурт çинче Асăну хăми уçрĕç.
Мероприятие Н.Д.Зарубинăн çывăх тăванĕсем Маргарита Иванова тата Александр Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов, Чупайри территори пайĕн начальникĕ Надежда Алексеева, Вăрмар округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Иванов, Василий Цыфаркин таврапĕлÿçĕ, Чупай шкулĕн коллективĕпе вĕренекенĕсем тата ыттисем те йышлăн хутшăнчĕç.
Чупайри библиотека заведующийĕ Вера Леонтьева пухăннисене Н.Зарубинăн кун-çулĕ çинчен каласа пачĕ. Никита Зарубин 1913 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче çуралнă, Чупайри, Кавалти шкулсенче, Сĕнтĕрвăрринчи техникумра вĕреннĕ. Хусанта чукун çул çинче, Канашра ĕçленĕ. 1935 çулта Совет çарĕн речĕсене тăнă, аслă лейтенант пулнă. Пехотăра службăра тăнă, летчик-сăнавçăсен шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Совет-финн вăрçинче пулнă, Анăç Украинăпа Белоруссие ирĕке кăларма хутшăннă.
1941 çулта, Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан, Çурçĕр-Хĕвеланăç, Волхов фрончĕсенче 14-мĕш сывлăш çарĕн 35-мĕш бомбардировка авиаци полкĕнче çапăçнă. Эскадрилья штурманĕ, полкăн сывлăшпа стрелок службин начальникĕ пулнă. 1943 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче нимĕç захватчикĕсемпе çапăçса пуçне хунă. Бомбардировка авиацийĕн штурманне Никита Зарубина Ленин, Хĕрлĕ Ялав, Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденĕсемпе наградăланă.
Мероприятире тухса калаçакансем Никита Зарубинăн пурнăçĕпе паттăрлăхĕ, Тăван çĕршыв паттăрĕсене ĕмĕрлĕх астăвăмра хăварасси, çитĕнекен ăрăва патриотлă воспитани парасси çинчен калаçрĕç. Чупай шкулĕнче вĕренекенсем патриотла юрă юрласа пачĕç. Унтан пурте Асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хурса паттăр ентешĕмĕрĕн манăçми ятне хисеплерĕç.
Ирина ДАНИЛОВА
