

Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕнче Кивĕ Вăрмарти 1524 номерлĕ суйлав участокĕн комисси членĕсем Надежда Никитина тата Оксана Семенова килтен тухса çÿремен çынсене сасăлаттараççĕ. Вĕсем, акă, 1954 çулхи Зоя Иванова Егорова патне килнĕ. Сасăлавăн çак меслетне суйланă Зоя Ивановна хăйĕн сассине килтен тухмасăрах пама май пулнăшăн кăмăллă пулнине пĕлтерет.
Юлия Ивановна Петрова тата Николай Максимович Петров, çавăн пекех Римма Михайловна Иванова та хăйсен килĕсенчех сасăланă. «Эпир суйлавсенчен нихăçан та айккинче юлмастпăр. Суйлав участокне çитсе килме йывăр пире, юрать-ха, киле килсех сасăлаттараççĕ. Хамăрăн сассăмăрсене республика пулăслăхĕ ырлăхлă пултăр тесе патăмăр», — теççĕ вĕсем.
