

Вăрмар муниципаллă округĕнчи Обществăлла сăнавçăсен штабĕн членĕсем суйлав участокĕсене тухса çÿреççĕ, суйлав саккуна пăхăнса ирттĕр тесе тимлеççĕ.
Акă, Чăваш Республикинчи Обществăлла палата членĕ Этнер Николаевич Егоров тата Вăрмар округĕнчи Обществăлла палата председателĕ Людмила Николаевна Голубева Ямпай ялĕнчи 1531 номерлĕ суйлав участокĕнче пулчĕç. Кунта ĕçлĕ лару-тăру хуçаланать. Суйлав комиссийĕн членĕсем хăйсен тивĕçĕсене яваплăн пурнăçлаççĕ. Обществăлла сăнавçă та тимлĕхне çухатмасть.
Комисси председателĕ Надежда Анатольевна Степанова пĕлтернĕ тăрăх, суйлав участокĕнче 98 çын сасăламалла, 35 çын ДЭГ мелĕпе сасăлама кăмăл тунă. Килте сасăлама хальлĕхе 10 çын заявка панă.
Çак вăхăт тĕлне участока сасăлама 10 çын килсе кайнă, вĕсен хушшинче — Рудольф Никитин. «Ĕçленĕ çĕртенех чупса килтĕм. Гражданла яваплăха туйса кашни суйлаврах сасăлатăп», — тет вăл.
