Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕн кунĕсенче Вăрмарти клубсен централизациленĕ тытăмĕн куçса çÿрекен культура центрĕ — автоклуб — округри пĕчĕк ялсенче анлă концерт программипе пулнă. Вăрмарти художествăлла пултарулăх коллективĕсем, çавăн пекех Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн ĕçченĕсемпе воспитанникĕсем халăха савăнăç парнеленĕ, уяври пек хаваслă лару-тăрупа тивĕçтернĕ.

«Автоклуб пире культурăпа çывăхрах пулма пулăшать. Вăл аякри ялсенче пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, чăн-чăн çăлăнăç. Эпир кил çумĕнчех концертсем курма, мероприятисенче савăнма пултаратпăр!» — теççĕ çынсем.

Пĕтĕмĕшле илсен, 2025 çулхи 8 уйăх хушшинче куçса çÿрекен культура центрĕсем

республикăн аякри 325 ялĕнче пулнă, 50 пин ытла çын художествăлла пултарулăх

коллективĕсен, чăваш эстрада çăлтăрĕсен концерчĕсене тата кинофильмсем курса киленнĕ. Ку цифрăсем «Çемье» наци проекчĕ ăнăçлă пурнăçланса пынине çирĕплетеççĕ.

Пĕрремĕш автоклубсем Чăваш Республикинче 2012 çулта ĕçе пуçăннă, вĕсене Патăрьел тата Канаш округĕсем валли уйăрса панă. 2023 çулта федерацин «Культура» наци проекчĕн укçи-тенкипе республика Элĕк, Çĕмĕрле тата Çĕрпÿ округĕсем валли тата 3 автоклуб туяннă. Халĕ вара аякри ялсем тăрăх 14 мобильлĕ культура центрĕ çÿрет.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн позицийĕ тăрăх, куçса çÿрекен куль-

тура центрĕ кашни муниципалитетра пулмалла. Çавăнпа «урапаллă» культура çурчĕ

çук округсен администрацийĕсем çулталăк вĕçлениччен тата тепĕр 7 автоклуб туянĕç, укçи-тенкине уйăрнă ĕнтĕ.

«Кашни муниципалитет автоклублă пулни çĕршывăн нихăш регионĕнче те, нихăш субъектĕнче те çук. Чăваш Республикинче вара пулать», — тенĕ ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова. 

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика