Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Хамăрăннисен вăхăчĕ» регион проекчĕ шайĕнче ятарлă çар операцийĕн ветеранĕн Андрей Удиковăн республикăри культура учрежденийĕсенчи стажировки малалла пырать.
Андрей Удиковăн наставникĕ — ЧР культура, национальноçен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова.
Нумай пулмасть Андрей Викторович Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Шуршăл салинче пулнă. Кунта Чăваш Республикин паллă çыннине, Совет Союзĕн икĕ хутчен Геройне, СССР летчик-космонавтне А.Г.Николаева халалланă Астăвăм комплексĕ вырнаçнă.
Астăвăм комплексĕн директорĕ Александр Тукмаков учреждени ĕçĕ-хĕлĕпе, пуласлăх тĕллевĕсемпе паллаштарнă. Хальхи вăхăтра Космонавтика музейĕн çурчĕн реконструкцийĕ пырать. Ĕçсене март уйăхĕнче пуçăннă, 2027 çул валли вĕçлесшĕн. Кунта курав залĕсемсĕр пуçне планетарий тата обсерватори пулĕç.
Андрей Удиковăн хăйĕн те сĕнÿ пулнă. Музей комплексĕ çумĕнче пулас космонавтсем валли ача-пăча лагерĕ уçсан аван пулĕччĕ, тенĕ вăл.
ЧР влаç органĕсен порталĕ
