Чăваш Республикинче физкультурăпа спорт аталанăвне, халăха сывă пурнăç йĕркине явăçтарассине куçран вĕçертмеççĕ. Регионта «Физкультура тата спорт аталанăвĕ» патшалăх программи пурнăçланать.
Унăн тĕллевĕсен шутне сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси, физкультурăпа спорт тытăмне аталантарма условисемпе тивĕçтересси, кашни ÿсĕмри çынсене, çав шутра хевтесĕр çынсене те, физкультурăпа тата спорта туслаштарасси кĕреççĕ. Унсăр пуçне Чăваш Ен спортсменĕсем тĕрлĕ шайри ăмăртусенче мала тухма пултарччăр тесе вĕсене тĕрев парасси те пĕлтерĕшлĕ. Асăннă тĕллевсене пурнăçлама республикăра спорт объекчĕсем хăпартаççĕ тата реконструкцилеççĕ, спорт инфраструктурине аталантараççĕ, физкультурăпа спорт учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çĕнетеççĕ, массăллă спорт мероприятийĕсем ирттереççĕ тата ытти те.
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ: «Спорт — вăхăта ирттермелли ахаль пулăм мар, вăл кулленхи пурнăçăн уйрăлми пайĕ. Тухăçлă тата нумай ĕçлес тĕллевпе эпĕ спорт еннелле туртăнатăп. Спорт тĕрлĕ ĕçсенче ăнăçуллă пулма пулăшать, çавăнпа спортпа туслă пулмалла».
Вăрмар округĕнче пурăнакансене те физкультурăпа спортпа туслă пулма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма мĕнпур условипе тивĕçтернĕ. Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕнче тĕрлĕ спорт уйрăмсем ĕçлеççĕ, «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче бассейн пур, Вăрмарти культурăпа кану паркĕнче ГТО площадки, кашни ялтах спорт е ача-пăча площадкисем вырнаçтарнă. Çавăн пекех Вăрмар тăрăхĕнче кулленех тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем иртеççĕ — футбол турнирĕсем, самбо енĕпе ăмăртусем, çулла çăмăл атлетика енĕпе, хĕлле йĕлтĕр чупассипе ăмăртусем.
Акă, сентябрь уйăхĕнче кăна-ха Вăрмар округĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне, СССР спорт мастерне Валерий Сидорова асăнса маунтинбайк тата велокросс енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем, унтан 6 хутчен СССР чемпионĕ пулнă СССР спорт мастерне Виталий Гаврилова асăнса велоспорт енĕпе «маунтинбайк-велокросс» дисциплинăра Пĕтĕм Раççей шайĕнчи ăмăртусем иртнĕ.
Çитес канмалли кунсенче вара, сентябрĕн 20-мĕшĕнче, Вăрмар округĕнче, пĕтĕм çĕршыври тата республикăри пекех, Пĕтĕм Раççейри йăлана кĕнĕ «Наци кросĕ» чупу кунне йĕркелесе ирттерме палăртнă. Спорт мероприятине халăх çулсеренех йышлăн хутшăнать, кăçал та çавăн пекех пуласса кĕтеççĕ. «Наци кросĕ» Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта иртет, 9 сехет те 45 минутра пуçланать.
«Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ» чупу кунĕнче спортпа туслă çынсем старта профессионалсемпе пĕр харăс тухма пултараççĕ. Ăнăçуллă, эффективлă пулас текенсем спортпа сывă пурнăç йĕркине суйлаççĕ. Кăçалхи стартсем те çÿллĕ шайра иртессе, халăха ырă кăмăл-туйăмпа хаваслăх парнелессе иккĕленместĕп», — тет ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров.
Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ
