photo 2025 09 19 15 21 29

Вăрмар округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информаци ушкăнĕсем Энĕшпуç, Пинер, Шăхаль ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулса кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе яврĕç. Хальхинче тĕп тема çак пулчĕ: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2025 çулхи социаллă проекчĕсем: пĕрремĕш пĕтĕмлетÿсемпе малашнехи перспективăсем. Унсăр пуçне граждансене харпăр хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕç.

Пинер ял тăрăхĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн юридици пайĕн начальникĕ Олег Кошельков пулчĕç. Пинерте вĕсене территори пайĕн начальникĕ Мираида Симонова тата кунти тĕп шкул директорĕ Герман Боредский кĕтсе илчĕç. Ĕçлĕ тĕлпулу шкулти актовăй залра иртрĕ.

Çак кунсенче регионта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ иртнĕ май информушкăн членĕсем сăмаха çак темăран пуçларĕç. Вăрмар округĕнче те, çав шутра Пинер ял тăрăхĕнче те, суйлав ăнăçлă иртнине палăртрĕç.

Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2025 çулхи социаллă проекчĕсем çинче чарăнса тăчĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проект пурнăçланнă вăхăтра, акă, 2652 мероприяти ирттернĕ, унта 800 пин ытла çын хутшăннă. «Сывлăх патне — утăм» проект шайĕнче вара медицина ĕçченĕсем халăх пурăнакан вырăнсене 532 хут тухса кĕнĕ, çав шутра Вăрмар округĕнче — 15 хут. Пурĕ регионта 68 206 пациентăн сывлăхне тĕрĕсленĕ, 20 пин çынна тĕплĕнрех тĕрĕсленме направлени панă, 2944 çынна грипп чирĕнчен вакцинаци тунă. Çавăн пекех «Ниме — Халăх бюджечĕ», «Мирлĕ пурнăçа — утăм» проектсем пирки те каласа пачĕ Юрий Анатольевич.

Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн юридици пайĕн начальникĕ Олег Кошельков хăйĕн сăмахĕнче администрацин юридици пайĕнче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илме май пулнине пĕлтерчĕ, çынсене çак пулăшупа усă курма чĕнсе каларĕ.

Пинерти тĕп шкул директорĕ Герман Боредский СВО темине хускатрĕ. Салтаксене пулăшас тĕллевпе СВО пуçланнăранпах шкулта маскировка сеткисем çыхнине, пурĕ 283 сетка çыхнине палăртрĕ. Анчах шкулта юсав пынă вăхăтра çак пархатарлă ĕç вăхăтлăх чарăнса ларнă. Халĕ ĕнтĕ ăна малалла тăсас тĕллевлĕ, çавна май Герман Станиславович сетка çыхмалли 10 никĕс хăйех туяннă, материалне туянмалли юлать.

Пинерте культура çурчĕн тĕп юсавĕ пынине кура информушкăн членĕсем унта та пулса курчĕç, ĕçсем мĕнле пынипе паллашрĕç. Унтан вĕсем «Михайлов Ю.С.» хресчен-фермер хуçалăхне çул тытрĕç /сăн ÿкерчĕк çинче/.

Юрий Семенович пыл хурчĕсем усрать. Хăй пĕлтернĕ тăрăх, вĕлле хурчĕсен çеймисем унăн — 100 ытла. Вĕсене валли 50 гектар çинче фацели акать вăл. «Юрий Семенович — çав тери активлă, ырă кăмăллă, пултаруллă çын. Хресчен-фермер хуçалăхне те тытса тăрать вăл, ял тăрăхĕнчи ĕçсене те хутшăнать», — ырласа каларĕ утарçă пирки территори пайĕн пуçлăхĕ Мираида Васильевна. Чăн та, лайăх çынна аякранах курма пулать. Пыл хурчĕсем ун тавра вĕçеççĕ кăна, анчах пĕрре те сăхмаççĕ. Яваплă çынсем Юрий Семеновича малашне те ăнăçуллă ĕçлеме сунса сывпуллашрĕç.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика