Ямуков

Кĕркунне сар хĕвеллĕ кашни кун паха ĕçчен çыншăн. Кун кĕскелсе пынăран тата та шутлăрах вĕсем. Çуркунне, çулла мĕнле ĕçленĕ тăрăх тухăç пухса илмелли вăхăт халĕ.

Кĕлкешри «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче хальхи вăхăтра пур вăя çĕр улми кăларса пуçтарасси çине яраççĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» 125 гектар çинче çитĕнтернĕ кăçал. Жуковский, Ред Скарлетт, Алуэт, Гала, Прайм сортсене лартса ÿстернĕ. Тухăç аван. Халăх вăйĕпе те, çĕр улми кăлармалли ятарлă Grimme комбайнпа та усă кураççĕ хуçалăхра. Кашни уяр кун Кĕлкеш тата унпа кÿршĕллĕ Пинер, Анаткас, Çитмĕш, Тупах ялĕсенче пурăнакансем çĕр улми уйне тухаççĕ. Тĕрĕссипе, вĕсене кунта хуçалăхри транспортпа илсе килеççĕ. Эпир пынă кун 36 çын пуçтаратчĕ çĕр улмие. Шултра, йышлă тухать çимĕç, çавăнпа алăри витрисем те туххăмрах тулса пыраççĕ ĕçлекенсен. Ăмăртмалла тенĕ пекех пуçтараççĕ. Ирхине 8 сехетрен пуçласа 16.00 сехетчен. Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче пĕр сехет канса илеççĕ. Кунсерен 2 пин тенкĕ ĕçлесе илет кашниех. Çĕр улми тултарнă сеткăсене тиекен арçынсен ĕçне, паллах, раснарах хакпа хаклаççĕ, вĕсене укçине те ытларах тÿлеççĕ,

вĕри апат та çитереççĕ. Хуçалăх пуçлăхĕ Геннадий Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, çĕр улмине ыйтакан клиентсем нумай. Пысăк тиевлĕ 5-шер, 6-шар фура черетре кунсерен çĕр улми склачĕ умĕнче. Самара, Саратов, Оренбург, Хусан хулисенчен килеççĕ Кĕлкеше çĕр улмине курттăмăн туянса кайма. Чăваш çĕрĕ çинче çитĕннĕ çимĕçе туянакансем хушшинче чылайăшĕ Геннадий Николаевичпа нумай çул хушши ĕçлĕ çыхăнусем йĕркеленĕ, пĕлсе çитнĕ клиентсем. «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче ĕç вĕресе

тăрать. «Иккĕмĕш çăкăра» вăхăтра пуçтарса илме ăнăçлă çанталăк сунатпăр хресчен-фермер хуçалăхне!

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика