
Энĕшпуç ял тăрăхĕн çĕрĕсем çинче акса-туса илекен «Иванова О.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче хĕрÿ ĕççи пырать. Шăпах çак кунсенче кунта, акă, 65 гектар çинчен çу ÿсентăранне — Джой КВС сортлă çурхи рапс вырса кĕртнĕ.
Унччен маларах вара, июль уйăхĕнче, 25 гектар çинчен кĕрхи рапс та пухса илнĕ пулнă. Хуçалăх пуçлăхĕн Ольга Анатольевнăн мăшăрĕ, çавăн пекех ĕçри заместителĕ Иван Геннадьевич палăртнă тăрăх, кĕрхи рапса вĕсем экспериментшăн лартса пăхнă, мĕнле хĕл каçать-ха, мĕнле çитĕнет-ха? Ĕçлени сая кайман — кĕрхи рапс тухăçĕ аван пулнă, ăна халĕ çитес çул валли те акса хăварнă вĕсем. Унсăр пуçне çурхи рапс тухăçĕ те савăнтарнине калать Иван Геннадьевич.
Çурхи рапс вырса кĕртес ĕç хуçалăхра мĕнле пурнăçланнипе эпир те кайса паллашрăмăр. Ростсельмаш-161 комбайн рулĕ умне Иван Геннадьевич хăйех ларнă. Автопилотлă мăнаçлă техника анлă уй-хир тăрăх линейкăпа виçнĕ пек тÿп-тÿрĕ те сарлака йĕр хăварса пырать. Комбайн бункерне 6 тонна ытла рапс вăрлăхĕ кĕрет. Вырса илнĕ рапса комбайн çинчен New Holland трактор çумне кăкарнă John Greaves бункер-перегрузчик çине пушатаççĕ.
Трактор рулĕ умĕнче — Иван Геннадьевичăн шăллĕ Дмитрий Геннадьевич. Бункер-перегрузчик — пысăк калăпăшлă техника, рапс вăрлăхне комбайн çинчен икĕ хутчен йышăнсан кăна тулать вăл. Халĕ ĕнтĕ бункер-перегрузчике пушатас пулать. Ку тĕллевпе юнашарах йывăр тиевлĕ КамАЗ автомашинăсем кĕтсе лараççĕ. «Ку вăл Хусанти çу комбиначĕн техники. 25-шер тонна рапс вăрлăхĕ йышăнаççĕ те вĕсем Хусаналла çул тытаççĕ. Заводра рапсран çу кăлараççĕ, хатĕр продукцие экспорта Китая яраççĕ, — пĕлтерет Иван Геннадьевич. — Рапс çăвĕ — пысăк пахалăхлă тата сывлăхшăн усăллă продукци, ахальтен мар рапса «хура ылтăн» тесе калаççĕ».
Рапс кăна мар, тĕштырă та, çĕрулми те, вăрлăхлăх люцерна та туса илеççĕ «Иванова О.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче, кăçал 1 гектар çинче интересшĕн соя та çитĕнтернĕ вĕсем. Çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе активлăх кăтартаççĕ — хальхи вăхăтра 1 пин ытла гектар çĕр çинче вăй хураççĕ. Паянхи кун вара хуçалăхра çĕр улми анисене пушатассипе ĕçлеççĕ. «Гала» тата «Краса Мещеры» сортлă çĕр улмие 20 гектар çинчен пуçтарса кĕртмелле.
Ял хуçалăх ĕçĕнче 26 çула яхăн тăрăшакан Иван Геннадьевичпа унăн мăшăрĕ Ольга Анатольевна хăйсен хуçалăхне çирĕп алăпа тытса пыраççĕ. Çĕр ĕçне юратнăран, саманапа тан утса çĕнĕлĕхсенчен хăраманран ума лартнă тĕллевĕсем пурнăçланаççĕ вĕсен. Малашне те тухăçлă ĕçлеме суна Ивановсене.
Ирина ДАНИЛОВА
