Сенатор

Вăрмар округĕнче ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн сенаторĕ Николай Николаевич Владимиров тата ятарлă çар операцине хутшăннă пулнă, «Хамăрăннисен вăхăчĕ» программăн участникĕ Иван Игоревич Ярусов пулчĕç. Николай Владимиров — Иван Ярусовăн çак программăри наставникĕ. Вĕсем Пинерти культура çуртĕнчи, Вăрмарти тĕп библиотекăри юсав тата Кивĕ Вăрмарти çĕнĕ клуб строительствин ĕçĕсемпе паллашрĕç.

РФ сенаторĕпе Николай Владимировпа пĕрле Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, «Хамăрăннисен вăхăчĕ» программăн участникĕ Иван Ярусов «Единая Россия» партин Вăрмарти вырăнти уйрăмĕнче граждансене тĕрлĕ ыйтусемпе йышăнчĕç. Тĕрĕссипе, граждансен ыйтăвĕсене сенатор патне территори пайĕсен начальникĕсем илсе çитерчĕç тесен те йăнăш пулмĕ. Йышăнăва хутшăннă тăватă çынран виççĕшĕ территори пайĕсен начальникĕсем пулчĕç.

Чи пĕрремĕш сенатор патне Арапуçĕнчи территори пайĕн начальникĕ Евгений Спиридонов кĕчĕ. Вăл нумай ачаллă çемьесене Çĕнĕ Кавал ялĕ çывăхĕнче уйăрса панă çĕр участокĕсене инженери инфраструктурипе тивĕçтересси пирки ыйту пачĕ. Ун хыççăн Тикашри территори пайĕн начальникĕ Валерий Нарсов Тикаш ялĕнче 2017 çултах пуçланнă автоçул тата кĕпер строительстви пирки ыйту илсе çитерчĕ. Кивĕ Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ Вячеслав Васильев ялти социаллă объектсене шывпа тивĕçтерсе тăракан шыв скважинипе башнине тумалли ыйтăва çĕклерĕ. Арапуçĕнчи территори пайĕнче ертсе пыракан специалист пулса вăй хуракан Мария Михайловна Николаева [ÿкерчĕк çинче] Арапуç ялĕнче шкул хăпартса лартас ыйтупа килсе çитнĕ сенатор йышăнăвне.

Николай Николаевич кашни ыйтăва тимлĕн тишкерчĕ, пуринпе те обращени хатĕрлесе çак ыйтусемпе ĕçлесси пирки каларĕ.

Ĕçлĕ визит шайĕнче Николай Владимиров çавăн пекех Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта самбо енĕпе ĕçлекен тренерсемпе, ăмăртакансемпе тĕл пулнă.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика