
В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шулта вĕренекенсем тата вĕрентекенсем, шкул сотрудникĕсем пĕр тĕллевлĕ пулса пирĕн салтаксене передовойĕнче упраса тата хÿтĕлесе хăварма пулăшакан маскировка сеткисем çыхаççĕ. Çак ырă тата пархатарлă проект шайĕнче ачасем командăра ĕçлеме хăнăхаççĕ, хăйсен ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине ăса хываççĕ.
Маскировка сеткисем çыхасси тÿсĕмлĕ тата тимлĕ пулма ыйтать, кашни ача ку ĕçе яваплăн пурнăçлать. Ĕçленĕ вăхăтра вĕсем пĕр-пĕринпе калаçаççĕ, хамăрăн çарсене пулăшмалли пирки калаççĕ, патриотлăх тата гражданла яваплăх çинчен хăйсем мĕн шухăшланипе паллаштараççĕ.
Çапла ĕçле-ĕçле маскировка сеткисем пĕрин хыççăн тепри калăпланаççĕ. Вĕсене вара волонтерсем урлă ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем патне ăсатаççĕ.
Маскировка сеткисем ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăра çав тери кирлĕ. Унпа çар техникине, окопсене тата блиндажсене хупăрлама пулать. Вĕсемпе усă курни тăшмансенчен пытанса юлма, техникăна та, салтаксене те хÿтĕлеме пулăшать. Маскировка сеткисене çухрăмĕ-çухрăмĕпе çыхсан та сахал пулас çук, çавăнпа ку ĕçе Мăнçырма шкулĕнче малаллах тăсĕç.
Марина РОМАНОВА,
шкул директорĕн заместителĕ
