
Патриотлăх туйăмĕ, Тăван çĕршыва юратасси хăв çуралса ÿснĕ тата пурăнакан тăван тăрăха юратнинчен пуçланать. В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта çак туйăм вăрлăхне ачасенче мĕн пĕчĕкрен акса хăварма тăрăшаççĕ. Ÿссе çитĕнсен вĕсем хамăрăн Раççейĕн чăн-чăн гражданинĕсем пулччăр, кунта ĕçлесе пурăнса Тăван çĕршывăмăра малалла аталантарччăр тесе вăй хураççĕ.
Çак кунсенче, акă, вĕренекенсене ял хуçалăх профессийĕсемпе паллаштарас тĕллевпе 2 тата 3 классен руководителĕсем Алина Петровна Васильева тата Татьяна Николаевна Александрова ачасемпе пĕрле «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăн Мăнçырма ялĕнчи хăмла участокне çул тытрĕç.
«Симĕс ылтăнăн» пысăк пучаххисем пиçсе çитнĕ тапхăрта хăмла плантацийĕнче ĕçлĕ хĕвĕшÿ пырать. Хăмлаçăсен бригадирĕ Зоя Федоровна Владимирова — пысăк опытлă, хисеплĕ хăмлаçă, бригадирта 26 çула яхăн тÿрĕ кăмăлпа ĕçлет. Вăл ачасене хăмла татас ĕçĕн мĕнпур процесĕпе паллаштарчĕ. Хăмлана хальхи саманара алă вĕççĕн татмаççĕ, ку ĕçе пĕтĕмпех механизациленĕ. Чи малтанах йăран çинчи хăмла аврисене çĕр çумĕнчен касса, унтан вĕсене туртса антарса тракторпа цеха тиесе килеççĕ. Цехра хăмла аврисене ятарлă çекĕлсем çине çакса хураççĕ те тасатакан агрегат ăшне кĕртсе яраççĕ. Таса хăмлана типĕтеççĕ те шăналăксем çине тултарса çĕлеççĕ, унтан автомашинăпа Вăрмар поселокне — «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăн тĕп пунктне ăсатаççĕ.
Ачасене хăмла участокĕнче питĕ интереслĕ пулни палăрчĕ. Вĕсем кашни оборудованипе кăсăкланчĕç, хăмла татмалли процесс çинчен каласа панине тимлĕн итлерĕç, çавăн пекех кунта ĕçлекенсене пулăшас кăмăл çуралнине пĕлтерчĕç. Сăмахран, рабочисене оборудовани юсама пулăшрĕç, алла мăлатук тытса оборудовни пайĕсене шаккаса пăхрĕç. Ачасене экскурси çав тери килĕшрĕ.
Татьяна АЛЕКСАНДРОВА, кĕçĕн классен вĕрентекенĕ
