Психологи пулăшăвĕ кÿреççĕ

Ятарлă çар операцине хутшăнакан çар çыннисен çемйисене психологи пулăшăвĕ кÿресси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ специалистсем. Раççейри психологсем çар операцине хутшăнакан салтаксем чылайлăха çухалсан кулянса, пăшăрханса пурăнакан тăванĕсене пулăшас ĕçе активлă хутшăнаççĕ. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта ку енĕпе квалификациллĕ пулăшу паракан Вĕрентÿпе ачасене комплекслă пулăшу кÿрекен центрĕн психологĕсен ĕçне йĕркеленĕ. Çак центрăн психологĕ Светлана Степанова ачасемпе вĕсене психологи тĕлĕшĕнчен çирĕплетме уйрăмшар консультацисем, ушкăнпа иртекен занятисем, калаçусем ирттернĕ. Çар операцийĕн участникĕсен çемйисене психологи енĕпе пулăшассипе комплекслă мерăсем йышăнни йывăр вăхăтсене тÿссе ирттерме, çемьери çыхăнусене çирĕплетме пулăшать.

 

Пĕр эрнере ултавçăсене 15 миллион тенкĕ куçарнă

Сентябрĕн 8-14-мĕшĕсенче ултавçăсен вăлтине пирĕн республикăра пурăнакан 23 çын çакланнă. Вĕсем преступниксене ĕненсе 15 миллион ытла тенкĕсĕр юлнă. Улталаннисен йышĕнче — 6 пенсионер, 3 предприниматель, 3 сутуçă, 2 педагог, 2 водитель, хăй тĕллĕн ĕçлекен 2 çын. Вĕсенчен чылайăшĕ — хĕрарăм. Çынсем асăрхаттарусене мĕншĕн шута хумаççĕ?

 

Ултавçăсене ĕненсе 3,5 миллион тенкĕсĕр юлнă

Шупашкарти 74 çулти хĕрарăм патне ултавçăсем август уйăхĕн вĕçĕнчех шăнкăравланă. «Домофон ĕçлет-и?» - тесе кăсăкланнă. Ăна вара, чăн та, юсамалла пулнă. Хĕрарăм хăйне пулăшасса шанса СМС-ри кода пĕлтернĕ. Кайран ун патне ытти ултавçă шăнкăравланă. Пĕри çĕнĕ телефон туянма, тĕрлĕ счет çине укçа куçарма ÿкĕтленĕ. Çак кунсенче «ФСБ ĕçченĕ» шăнкăравланă. Ултавçăсем пенсионеркăн хваттерне сутасшăн-мĕн. Хĕрарăм ку хыпара хĕрне пĕлтермен. Тÿрех риэлтор патне çул тытнă. Хваттере мĕншĕн сутма палăртнине ăна та каламан. Хăйне улталанине ăнлансан пенсионерка полицие кайнă.

 

«Пушкин карттине» аслăрах çынсене те парасшăн

Çавнашкал сĕнÿпе РФ Патшалăх Думин çутĕç комитечĕн председателĕн заместителĕ Михаил Берулава тухнă. Хальхи вăхăтра çак карттăна 14-22 çулсенчи çамрăксене параççĕ. Вĕсем музея, театра е курава тÿлевсĕрех çÿреме пултараççĕ. Депутат каланă тăрăх, карттăна 14-45 çулсенчи çынсене памалла. Çакă культура шайне ÿстерме пулăшĕ-мĕн.

 

Яла ĕçлеме килекен тренерсем 1 миллион тенке тивĕçĕç

2026 çулта Чăваш Енре «Земство тренерĕ» программа старт илĕ. Программăна физкультурăпа спорт енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕ специалистсем хутшăнайраççĕ. Килĕшÿ алă пуснă хыççăн учрежденире 5 çул ĕçлемелле. Хальлĕхе республикăри Спорт министерстви вакансисен списокне хатĕрлет.

 

Çĕнĕ саккун

Юлташа, кÿрше тата ĕçтеше хăвăн ятпа туяннă СИМ Саккун -карттăна сентябрь пама юрамасть уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ. Çын хăйĕн ячĕпе туяннă СИМ-карттăна вăрах вăхăтлăха ют çынна пани-сутни йĕркене пăсни шутланать. Куншăн граждансене — 50 пин тенкĕлĕх, юридици сăпатĕнчисене — 200 пин тенкĕлĕх штрафлама пултараççĕ. Çав вăхăтрах çыннăн хăйĕн паспорчĕпе туяннă СИМ-карттăна çывăх çыннисене — ашшĕ-амăшне, ывăлĕ-хĕрне, мăнукĕсене, пĕртăванĕсене, кукашшĕ-кукамăшне, аслашшĕ-асламăшне — пама ирĕк пур. Ку саккуна пăсни шутланмасть.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика