
Василий ШИГИЛЬДЕЕВ, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ: «Паян, сентябрĕн 26-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ пирĕн республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнма тÿр килчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Суйлавĕнче чи нумай сасă пухса çĕнтернĕ Олег Алексеевич Николаев яваплă должноçе официаллă майпа йышăнчĕ. Иккĕмĕш хутчен ĕнтĕ чăваш халăхĕ Олег Алексеевича пирĕн тăван Чăваш Республикине ертсе пыма шанса пачĕ. Регионта пурăнакансем, çав шутра Вăрмар округĕнче пурăнакансем те, хăйсен сассисене Олег Николаевшăн пани Чăваш Енре юлашки пилĕк çулта пулса иртнĕ пысăк улшăнусем пирĕн пурнăçăмăр çине ырă витĕм кÿнине çирĕплетрĕ.
Олег Алексеевич тата унăн команди ертсе пынипе республика чылай кăтартупа, çав шутра промышленноç аталанăвĕ енĕпе, Атăлçи Федераллă округĕнче те, Раççейре те лидерсен шутне кĕме тивĕçнĕ. Пилĕк çул каялла, вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн яваплă должноçне пĕрремĕш хут йышăнсан, регион çăмăл мар лару-тăрура пулнă, анчах Олег Алексеевич Чăваш Енĕн комплекслă аталанăвĕн Программине йĕркелесе, утăм хыççăн утăм туса чылай йывăрлăха çĕнтерме, малашнехи çитĕнÿсем валли çирĕп никĕс хывма пултарчĕ. Халĕ ĕнтĕ, Олег Алексеевич республика рулĕ умне иккĕмĕш хутчен тăнă хыççăн, регион малалла тата пысăкрах утăмсемпе аталанса пырасса пĕрре те иккĕленместпĕр.
Халăх ырлăхĕпе тăнăçлăхĕ, çемьесене пулăшасси, çынсен сывлăхне çирĕплетесси тата пурнăç тăсăмне ÿстересси, ятарлă çар операцийĕн участникĕсемпе вĕсен çемйисене пулăшасси тата ытти те — пĕтĕмпех Олег Николаевăн тимлĕхĕнче. Республика аталанса пынă май, паллах, Вăрмар округĕ те унăн йышĕнче пуласлăхалла çирĕппĕн утăмлать. Эпир Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарнă наци проекчĕсене, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă программăсене тата социаллă проектсене хутшăнса Вăрмар округĕн территорийĕнче пысăк ĕçсем туса пыратпăр: ФАПсем уçатпăр, культура çурчĕсем хăпартатпăр, библиотекăсене модернизацилетпĕр, çулсене юсатпăр тата çĕнĕрен саратпăр, çамрăксене Вăрмар округĕнчех аслă пĕлÿ илсе ĕçе вырнаçма майсем туса паратпăр, пуçарулăх бюджечĕн программипе кашни ял тăрăхĕнчех тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлатпăр тата ытти те. Республика руководстви пирĕн пуçарусене яланах тĕрев парса пырать, çавăнпа Олег Алексеевича тата унăн командине вăрмарсен ячĕпе чунтанах тав тăватăп, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатăп. Пирĕн юратнă Чăваш Республики чечекленсе, аталанса пытăр».
