«Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Владимир Анатольевич Иванов:
«Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăннине халалланă церемоние хутшăнма май пулни маншăн пысăк чыс пулчĕ. Олег Николаевшăн суйлавра сасăлакансен 67,06 проценчĕ сасăларĕ. Çакă Чăваш Енре пурăнакансем Олег Николаева çирĕп шаннине кăтартрĕ. Юлашки 5 çулта пирĕн республика Олег Николаев ертсе пынипе çирĕппĕн аталанса пырса пысăк кăтартусене тивĕçрĕ, паянхи кун Чăваш Ен малашлăха шанчăклă пăхакан регион. Атăлçи федераллă округра та малти вырăнта чылай енĕпе. Мĕн ачаран ялта ĕçлесе ÿснĕ, монтажникрен Республика Пуçлăхне çитнĕ çирĕп тĕллевлĕ çын республикăна малашне те аталану çулĕпе илсе пырасса шанатпăр. Чăваш Республикин Конституцийĕпе килĕшÿллĕн ЧР Пуçлăхĕн должноçне йышăннă май Олег Николаев пирĕн умра республикăшăн, халăхшăн çине тăрса ĕçлеме тупа турĕ. Эпир ăна Республика Пуçлăхĕн должноçне йышăннă ятпа саламлатпăр, шанатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр!»
