2025 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти Оперăпа балет театрĕнче Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăннине халалланă торжествăллă церемони иртрĕ.
Хисеплĕ хăнасем хушшинче РФ Президенчĕн Атăлçи Федераллă округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, Раççейĕн Федераци Канашĕн членĕсем, РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсен федераллă органĕсен территорисенчи органĕсен, вырăнти хăйтытăмлăхăн, обществăлла тата тĕн организацийĕсен руководителĕсем, бизнес-сообщество тата массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем пулнă.
ЧР суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕн официаллă итогĕсене пĕлтернĕ: Олег Николаевшăн суйлавçăсен 67,06 проценчĕ сасăланă. Республикăра пурăнакансен иккĕ виççĕмĕш пайĕнчен ытларахăшĕ регионăн малашнехи динамикăллă аталанăвĕн курсне суйланă.
Олег Николаев халăха, Раççей тата Чăваш Ен Конституцийĕсене парăнса ĕçлеме присяга панă, хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама шантарнă.
«Чăваш Республикинче пурăнакан хаклă çыннăмăрсем! Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕнче мана шанса сасăланăшăн чунтанах тав тăватăп сире. Эсир пурнăçра активлă позици йышăннине, тĕрлĕ енлĕ пысăк тата пĕчĕк ĕçсене хутшăнма яланах хатĕррине кăтартрăр. Регионти лару-тăрăва улăштарма — палăртнă тĕллевсем патне çитме, ĕмĕтсене пурнăçлама, йывăрлăхсене çĕнтерме — вĕсем пурте кирлĕ.
Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин пуçарнă наци проекчĕсем, вăл Чăваш Енре пурăнакан халăх тата Правительство обращенийĕсем тăрăх тунă йышăнусем пирĕншĕн питĕ пысăк пулăшу пулнă. Хаклă ентешĕмĕрсем, пурин ятĕнчен те Владимир Владимирович Путин Президента тав сăмахĕ калатăп.
Çитес тапхăр валли палăртнă пирĕн плансене республикăн социаллă тата экономика аталанăвĕн çĕнĕ Комплекслă программинче çирĕплетнĕ. Унчченхи программăри пекех, кунта та задачăсемпе тĕллевсен, вĕсене пурнăçламалли мероприятисемпе проектсен анлă списокне хатĕрленĕ. Чи пĕлтерĕшли вара — программăна отрасльсен тата территорисен принципĕ тăрăх синхронизациленĕ», — тенĕ Олег Николаев.
Палăртмалла, Чăваш Енĕн социаллă тата экономика ÿсĕмĕ çирĕп пырать. Акă, 2025 çулхи январь-август уйăхĕсенче промышленноç тата тирпейлекен производствăсен калăпăшĕ ÿснĕ /103% тата 105%\. Çур çулта ял хуçалăх производствин индексĕ 106,4% таран çитнĕ. Планпа килĕшÿллĕн, пурăнмалли çĕнĕ çурт-йĕр хута яраççĕ, вак суту-илÿ çаврăнăшĕ ÿсет, ĕçсĕрлĕх шайĕ стабильлĕ пĕчĕк тăрать, номиналлă ĕç укçи ÿсет. Çав вăхăтрах республика бюджечĕ профицитпа пурнăçланать, тупăш пайĕ ÿсет, социаллă тата культура сферинче расхутсем ÿсеççĕ. Ку вăл регионта пурăнакансен пурнăç пахалăхне аталантарасси малти вырăнта пулнине çирĕплетет.
Регион Пуçлăхĕн должноçне официаллă йышăннă ятпа Олег Николаева РФ Президенчĕн Атăлçи Федераллă округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров саламланă: «Паянхи Чăваш Ен — килĕшÿллĕ аталанса пыракан республика. Патшалăх управленийĕн эффективлăхне тата çĕршыв руководстви пулăшнине пула кунта макроэкономикăн тĕп кăтартăвĕсен стабильлĕ ÿсĕмĕ палăрать. Чăваш Енре тĕрлĕ халăх представителĕсем килĕшÿре тата туслă пурăнаççĕ. Пуян культура еткерлĕхĕ тата тĕлĕнмелле çутçанталăк туризма аталантарма анлă майсем параççĕ». Çавăн пекех вăл республика руководстви умĕнче чи малта тăракан задачăсене палăртнă. Вĕсен хушшинче — çĕршыв Президенчĕ 2036 çулчченхи тапхăр валли палăртнă аталанăвăн наци тĕллевĕсене пурнăçласси, инфратытăма тата социаллă сферăна лайăхлатасси, экономикăна тата кадрсен потенциалне вăйлатасси. «Регион ятарлă çар операцийĕн участникĕсене тата вĕсен çемйисене пулăшу мерисемпе тивĕçтерессине пысăк тимлĕх уйăрать. Ку ĕçе малалла тăсмалла: хальхи мерăсен эффективлăхне ÿстермелле, пирĕн хÿтĕлевçĕсене мĕн кирлине шута илсе çĕнĕ пулăшу мерисем хута яма тăрăшмалла», — тенĕ Игорь Комаров.
«Неонацизма çĕнтерес тĕллевпе, санкцисене пăхмасăрах, эпир хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăватпăр. Ятарлă çар операцийĕн участникĕсене тата вĕсен çемйисене пулăшассипе кун сиктермесĕр ĕçлетпĕр. Общество пĕрлĕхре пулнине тата никам та айккинче юлманнине кура Çĕнтерÿ пирĕн енче пулассишĕн пĕрре те иккĕленÿ çук», — тенĕ Олег Николаев.
ЧР ПА пресс-служби
