IMG 0890Çулсерен октябрĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне паллă тăваççĕ. Çак кун календарь çинчи ахаль дата кăна мар, вăл обществăна аслă ăрăвăн пĕлтерĕшĕ пирки, вăрăм ĕмĕр пурăнса пысăк опытпа тарăн ăс-тăн пухнă, паянхи кун вара тĕрев кирлĕ хисеп­лĕ çынсене — ватăсене — тимлĕхпе пулăшу кÿмелли çинчен аса илтермелли пысăк сăлтав.

Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе Вăрмарти культура çуртĕнче уяв концерчĕ иртрĕ. Савăнăçлă мероприятие Вăрмар округĕн аталанăвĕшĕн нумай çул тĕрлĕ сферăсенче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ çынсем йышлăн пухăнчĕç. Вĕсен умĕнче саламлă сăмахпа Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев тухса калаçрĕ. Василий Викторович пурне те чун-чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламларĕ. «Тавах сире ĕмĕр тăршшĕпе тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, пире пурнăçра ырă тĕслĕх кăтартса пынăшăн. Чи кирли — çирĕп сывлăхлă пулăр, ан чирлĕр, вăй-халăр ан чактăр», — терĕ вăл.

Мероприяти чыславпа пуянланчĕ. Йывăр саманара айккинче юлмасăр пирĕн хÿтĕлевçĕсене валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтарма, маскировка сеткисем çыхма хастар хутшăнакан Вăрмар поселокĕнчи активистсем Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн В.В. Шигильдеевăн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç. Вĕсен ячĕсене каласа тухар-ха: Юлия Федоровна Волкова, Роза Геннадьевна Ахвандерова, Эльверина Николаевна Михайлова, Ирина Геннадьевна Меркурьева, Галина Ивановна Федорова, Тамара Анатольевна Илларионова, Елена Андреевна Дмитриева, Галина Григорьевна Александрова, Эмма Николаевна Демьянова, Светлана Анатольевна Николаева, Нина Ивановна Голосова, Надежда Алексеевна Саприна.

Уяв Вăрмар округĕн чи талантлă та пултаруллă артисчĕсен концерчĕпе малалла тăсăлчĕ. «Родники» вокал ансамблĕ /руководителĕ — Геннадий Васильев\, Светланăпа Юрий Николаевсем, Мария Карпова, Алина Васильева, Алексей Скворцов, Эльвира Захарова юратупа пурнăç, ашшĕ-амăшне хисеплемелли çинчен чуна витермелле юрласа пухăннисен кăмăлне çĕклерĕç.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика