Чăваш Енре хутса ăшăтмалли тапхăр старт илнĕ. Социаллă сфера объекчĕсене сентябрĕн 26-мĕшĕнче ăшă пама тытăннă. ЧР Правительство Çуртĕнче эрнесерен иртекен планеркăра ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ Михаил Михайлов пĕлтернĕ тăрăх, республикăри 2254 объект­ран 907-шне ăшăпа тивĕçтернĕ, ку вăл 41%.

Хутса ăшăтмалли тапхăра пуçлассипе Вăрмар округĕ лидер пулса тăнă. Кунта мĕнпур социаллă учрежденине ăшă панă. Çавăн пекех Пăрачкав, Елчĕк округĕсем, Шупашкар хули пысăк кăтартусемпе палăрнă. Кунта объектсен 80%-не ăшăпа тивĕçтернĕ. Етĕрне, Комсомольски, Патăрьел округĕсенче процеса 70% вĕçленĕ. Улатăр, Элĕк, Куславкка, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Шăмăршă, Çĕмĕрле округĕсенче вара социаллă объектсене ăшă парас ĕçе пуçлайман-ха.

Палăртмалла, нумай хваттерлĕ çуртсене урамри сывлăш температури талăкра вăтамран Ç8 градусран сивĕрех тăрать пулсан 6-мĕш кунне ăшă пама тытăнаççĕ. Температура ку шай таранах çитеймен пулин те хăш-пĕр муниципалитетсем — Вăрмар, Вăрнар, Йĕпреç, Етĕрне, Елчĕк округĕсем тата Шупашкар хули — пурăнмалли çуртсене ăшăтма пуçланă та.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика