Çитмĕш ялĕнчи культура çуртĕнче шкул ачисемпе «Эпир террора хирĕç» темăпа калаçу иртнĕ. Калаçу вăхăтĕнче ачасем терроризмпа унăн тĕсĕсем, тĕллевĕсем тата историйĕ пирки пĕлнĕ. Тĕнчере юлашки çулсенче пулса иртнĕ терроризм акчĕсене аса илнĕ.

Ачасене теракт пулас пулсан çакăн пек йывăр лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмалли, хăрушсăрлăх правилисем пирки каласа панă. Çавăн пекех вĕсене теракт вăхăтĕнче хăйсене тĕрĕс тымаллине ăнлантаракан фильм кăтартнă. Унта обществăлла вырăнсенче яланах тимлĕ пулмаллине уçăмлатнă, терроризма хирĕç пурин те пĕрле кĕрешмеллине аса илтернĕ.

Мероприяти вĕçĕнче ачасем «Пурте пĕр­ле террора хирĕç!» темăпа ÿкерчĕксем ÿкернĕ. Хăйсен пултарулăх ĕçĕсенче ачасем терроризм пирки мĕн шухăшланине кăтартнă, мирлĕ пурнăçăн хаклăхĕсене хисеплемеллине палăртнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика