SaparkinГ.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта çак шкул выпускникĕпе — ятарлă çар операцине хутшăнакан Роман Вадимович Сапаркинпа тĕлпулу иртрĕ.

Роман Вадимович мотострелковăй батальонра ефрейтор званинче службăра тăрать. Вăл 6 «А» класра вĕренекен ачасене хăйĕн пурнăçĕ тата СВОри опычĕ, çар тивĕçне мĕнле пурнăçлани çинчен каласа пачĕ.

Роман Вадимович 2004 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕ, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта 11 класс пĕтернĕ. Вĕренÿре те ĕлкĕрсе пынă, спортра та яланах малтисен ретĕнче пулнă, самбо тата футбол енĕпе пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă.

2022 çулхи ноябрь уйăхĕн­че, салтак ячĕ тухсан, Мари Эл Республикинче стратеги тĕллевлĕ ракета çарĕсенче рядовой пулса çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлакансен ретне тăнă. Çур çултан, 2023 çулхи май уйăхĕнче, РФ Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсенче службăра юлма контракт пуснă, 2024 çулхи кĕр­кунне вара СВОна кайнă.

Тăван çĕршывăн çамрăк хÿтĕлевçи хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, ытти салтаксене ырă тĕслĕх кăтартать, çирĕп кăмăлпа, явап­лăхпа, хăюлăхпа палăрса тăрать, командовани ăна шанать, юлташĕсем хисеплеççĕ.

Ачасемшĕн чăн-чăн салтакпа тĕл пулса калаçма интереслĕ пулчĕ. Вĕсем ăна часрах тăван тăрăха Çĕнтерÿпе таврăнма сунчĕç. Роман Вадимович тăван шкулта пулса курнишĕн, юратнă вĕрентекенĕсемпе тата ачасемпе тĕл пулнишĕн савăннине палăртрĕ.

Çакăн евĕр тĕлпулусем ачасенче патриотлăх туйăмне аталантараççĕ, Тăван çĕршыва юратма тата унпа мăнаçланма хăнăхтараççĕ.

Елена ВИКТОРОВА, шкул директорĕн канашçи

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика