Хальхи вăхăтра пĕтĕм çĕршывĕпех гуманитари тиевĕ передовойне пĕр чарăнми ăсанать. Çак пархатарлă ĕç ырă кăмăллă çынсем хутшăннипе пулса пырать. Çапла пулмасăр, чылайăшĕн тăванĕсемпе çывăх çыннисем халĕ ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршывăмăра паттăррăн хÿтĕлеççĕ.
![]()
Вăрмар округĕнче пурăнакансем те ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене гуманитари пулăшăвĕ кÿрес ĕçе малаллах пурнăçлаççĕ.
Акă, тĕслĕхрен, Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, шкул сотрудникĕсем «СВОри салтаксене валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтарасси» ыркăмăллăх акцине активлă хутшăннă, çав шутра гигиенăпа сывлăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ нÿрĕ салфеткăсем пуçтарнă.
Акцире хастарлăхпа палăрнисен шутĕнче — çамрăк Даниил Кочнев. Вăл чунĕнчи чи ырă туйăмсемпе пирĕн салтаксене валли тĕрлĕ япаласем илсе килнĕ. Унăн тĕслĕхĕ ыттисене те хавхалантарать, Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене пулăшма хатĕррисем хушшинче аслă ÿсĕмрисем кăна мар, ачасем те пулнине кăтартать.
Кавал ял тăрăхĕнче пурăнакансем те, яланхи пекех, ятарлă çар операцине хутшăнакан салтак-ентешсене пулăшас ĕçрен айккинче юлмаççĕ. Çак кунсенче вĕсем волонтерсем урлă фронта маскировка сеткисем тата милĕксем парса янă.
«Эпир пуçтарнă гуманитари пулăшăвĕ, куллен кирлĕ япаласем пирĕн салтаксен пурнăçне çăмăллатасса, вĕсене пулăшасса тата хÿтĕлессе шанатпăр», — теççĕ чулкассемпе кавалсем.
Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ
