Станок çине сетьне анланă,
Хальлĕхе вăл витĕрех курăнать.
Ответлă ĕç. Çыпăçуллă майланă,
Çакаканĕ ăста туйăнать.
Тăрса тухаççĕ, ав, эретĕн,
Пăхăнса йĕркине, кăмăлпа.
Кĕскех мар каркасĕ, пĕлетĕн,
Веçех хупланĕ хăюсемпе.
Вăхăчĕ сÿрĕкленме çукрах,
Хĕрÿллĕ самант. Активистсем
Пуçăнаççĕ ĕçе харăсах,
Вĕлт-вĕлт вĕлтлетеççĕ аллисем.
Ĕç-хĕле пурте ăса илеймĕ,
Сăлтавĕ — хăйсенчен ыйтас пулать.
Кунта кам йывăрлăхран хăрамĕ,
Тимлисене — Турри те пулăшать.
Йăлă хыççăн йăлă йăлăнать,
Йăввăн-йăввăн çыхăнса пыраççĕ.
Пĕчĕккĕн сечĕ, ĕçлесен, тулать -
Шерепесем çакăнса тăраççĕ.
Тăрсан-тăрсан шăкăлтатаççĕ
Çамрăксем, аслăраххисем çаплах.
«Пулăшасчĕ», - тесе сеткăсем çыхаççĕ,
Çĕршыва, ачасене. Усси пурах!
Калама çеç... Ыркăмăллăх çак
СВОра тăшмантан хытă сыхлĕ.
Маскировка сечĕ пулăшĕ, ак,
Хÿттинче салтак, тен, сывă юлĕ.
Кун пекки пулкалать. Шăпланчĕç,
Кашниех халь тарăн шухăшра...
Гаубицăна е окопне витĕç,
Сечĕсем кирлĕ çав çапăçура.
Çук унта шăплăх, вăл - асĕнче,
Дронĕсем чарăнми вĕçеççĕ.
Чăтăмлăх пултăр ялан çумĕнче...
Яшсене таврăнасса шанаççĕ.
Яланхилле пĕрле Чăваш Ен,
Халăхпа. Вĕлтлетеççĕ аллисем.
Сăмахпа пулăшать иртен-çÿрен,
Ырă туйăм сăнарлă, юлташсем.
Вăрмар поселокĕ
