Иртнĕ кунсенче Вăрмар муниципаллă округĕнче наркотиксене хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртрĕ, унта пурĕ 3 ыйту пăхса тухрĕç. Ларăва Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пычĕ.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа – наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне тупса палăртассипе — РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн сотрудникĕсем тĕллевлĕ ĕçлесе пынине палăртрĕ асăннă уйрăмăн полици начальникĕ А.Софронов. Çавна май наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе айăп­ланакан граждансен саккунпа килĕшÿллĕн административлă е уголовлă явап тытма тивни çинчен асăрхаттарса хăварчĕ. «Хальхи вăхăтра Вăрмар муниципаллă округĕнче наркотикла япаласем туса илессипе тата вĕсене упрассипе е сутассипе çыхăннă 28 çынна тупса палăртнă. Вĕсенчен 12-шĕ пирĕн округ территорийĕнче пурăнмаççĕ. Асăннă граждансенчен 8-шĕ наркотикла япаласем туса илнĕ, тепĕр 20-шĕ вара вĕсене упранă тата сутнă», - палăртрĕ Алексей Николаевич. Кăçалхи январь-август уйăхĕсенче РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн сотрудникĕсем Кĕлкешри территори пайĕнче мак çи­­тĕн­терекен пĕр çынна тупса палăртнă. Ăна административлă майпа штраф тÿлеттернĕ. Çул çитмен çамрăксем хушшинче право йĕр­кине пăсассине профилактикăлас, наркотикла япаласемпе усă курассинчен асăрхаттарас, наркотиксен тата психотроплă япаласен саккунсăр çаврăнăшне тупса палăртас тĕллев­пе «Таса ăру — 2025» профилактика мероприятийĕ йĕркеленĕ. Пĕтĕм Раççейри «Вилĕмпе ăçта сутă тунине пĕлтер» акцин пĕрремĕш тапхăрĕнче пурĕ 90 мероприяти иртнĕ, вĕсенче çул çитмен 1544 çамрăк тата 699 ашшĕ-амăшĕ хутшăннă. Вăрмар муниципаллă округĕн территори пайĕсенче тата шкулсенче наркотиксене хирĕç кĕрешессипе тĕрлĕ профилактикăллă мероприятисем, шкулсенче уçă уроксем иртнĕ.

Наркотикла тата психотроплă япаласенчен сиенленессине тата вилессин шайне чакарассипе ра­йон больницин медицина профилактикин кабинечĕн медицина сестри Марина Маркова тухса калаçрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, эрех-сăрапа наркăмăшланакансен учетра тăракан йышĕ пирĕн районта хальхи вăхăтра 205 çын шутланать, вĕсенчен пĕри наркотикла веществосемпе усă курнипе учетра тăрать. Наркотиксем çын сывлăхне тата ун психикине сиен кÿни пирки те палăртрĕ Марина Александровна. Уйрăмах çамрăксем хушшинче вейп сигаретсем туртни вĕсен организмне пысăк сиен кÿнине пĕлтерчĕ, çавăнпа та çамрăк ăрупа профилактика ĕçĕсем шкулсенче ытларах ирттермеллине каларĕ.

Иккĕмĕш ыйтупа – наркотикла ÿсен-тăрансене саккунсăр майпа çитĕнтерессине тата вĕсен саккунсăр çаврăнăшне тупса палăртассин ĕçĕ-хĕлĕпе Вăрмарти территори пайĕн тĕп специалисчĕ Елена Алексеева тата Мăнçырмари территори пайĕн тĕп специалисчĕ Татьяна Егорова паллаштарчĕç. Елена Николаевна палăртнă тăрăх, Вăрмарти территори пайĕнче кăçал наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă икĕ преступлени тупса палăртнă. Вырăнти халăхпа пахчасенче наркотикла ÿсен-тăрансем çитĕнтерме юраманни пирки тăтăшах калаçу ирттернĕ. Çавăн пекех çамрăк ăрупа та Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкулта, тĕп библиотекăра та наркотиксене хирĕç кĕрешессипе тĕрлĕ мероприя­тисем йĕркелеççĕ. Асăннă шкулта наркотиксемпе хирĕç кĕрешес тĕллевпе кашни вĕренÿ çулĕн­чех вĕренекенсемпе тестировани ирттернĕ. Çамрăксем хушшинче ырă, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе ачасемпе çамрăксен Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕнче, «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче спорт ăмăртă­вĕсем йĕркеленĕ. Тĕп библио­текăра та ку енĕпе тĕрлĕ мероприятисем, куравсем пулнă.

Мăнçырмари территори пайĕнче те наркомание хирĕç кĕрешессипе культура çуртĕнче, библиотекăра, шкулта тĕрлĕ мероприятисем, куравсем йĕркеленĕ. Асăннă территори пайĕнче ку енĕпе ятарласа стенд та пур. Çавăн пекех «Вилĕмпе ăçта сутă тунине пĕлтер» анонимлă пĕлтерÿсен ещĕкне те туса хунă.

Ларăвăн виççĕмĕш ыйтăвĕпе - массăллă информаци хатĕрĕсенче наркотиксене хирĕç кĕрешессипе профилактикăлла мероприятисене анлăн çутатас ыйтупа «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ Зинаида Павлова тухса калаçнă. Наркотиксене хирĕç кĕрешессипе çыхăннă профилактика ĕçĕсем 2025 тата планпа палăртнă 2026-2027 çулсенчи патшалăх заданийĕпе тĕллевлĕн пурнăçланса пыраççĕ. Çакна палăртмалла: кăçалхи 8 уйăхра ра­йон хаçатĕнче асăннă темăпа пурĕ 8 материал пичетленсе тухнă. Унсăр пуçне «Хĕрлĕ ялав» хаçат сайтĕнче – 5, социаллă сетьсенче 9 материал вырнаçтарнă. Асăннă темăпа районти тĕп больницăн врачĕсем, РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн сотрудникĕсем ытларах материалсем çырнине палăртмалла.

Юлашкинчен Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев лару ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, çак ĕç «Наркотиксен тата психотроплă япаласен саккунсăр çаврăнăшне профилактикăласси» программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланса пырать. Наркотиксене хирĕç кĕрешессипе районта профилактика ĕçĕсем ирттерессипе пурĕ 50 пин тенкĕ уйăрнă. Çитес çул ку енĕпе ытларах укçа-тенкĕ уйăрса хăвармаллине палăртрĕ вăл. Унсăр пуçне районти шкулсене наркотиксене хирĕç кĕрешессипе çыхăннă вĕрентÿпе методика пособийĕсемпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех ра­йонти шкул ачисемпе асăннă темăпа творчествăлла ĕçсен конкурсĕсем, наукăпа практика конференцийĕсем, социаллă психологи тесчĕсем ирттернĕ. Кашни çулах район территорийĕнче «Раççей ачисем» ятпа профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ. Шкулсенче вĕренекенсемпе «Çамрăксем ырă, сывă пурнăç йĕр­кишĕн» темăпа наукăпа практика конференцийĕ ирттернĕ. Çавăн пекех çамрăк ăрупа «Вилĕмпе ăçта сутă тунине пĕлтер» акци, «Спорт усал йăласене сивлет», «Çамрăк ăру», «Полици тата ачасем», «Çамрăксем ырă, сывă пурнăç йĕркишĕн» ятпа тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ. Наркотиксемпе кĕрешессипе çыхăннă Пĕтĕм тĕнчери куна халалласа ятарласа ачасемпе çамрăксен «Романтика» лагерьте çул çитмен ачасемпе çамрăксем хушшинче асăннă темăпа çавра сĕтелсем, семинар-практикумсем ирттернĕ.

«Малашне те асăннă программăсемпе пурте пĕрле ĕçлесе пырсан наркотиксемпе е ытти психотроплă япаласемпе усă куракансен йышĕ пирĕн районта чакса пырасса шанса тăратăп», - терĕ Василий Викторович.

Зинаида ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика