Вăрмар округĕнче предпринимательлĕх аталанă­вĕпе çыхăннă ĕçлĕ канашлу иртнĕ. Муниципалитет аталанăвĕ çине витĕм кÿрекен условисем улшăннине кура ку ыйту паянхи кун уйрăмах актуаллă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче предпринимательлĕх аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен муниципаллă Канашăн йышне çĕнетме йышăну тунă. Çĕнĕ йыша округ аталанăвне хăйсен тÿпине хывма хатĕр активлă предпринимательсене кĕртме планланă.

Хальхи вăхăтра хăйсем çине ĕçлекенсен /замозанятăйсен\ институчĕпе ĕçлессине лайăхлатассипе тата округ территорийĕнче предпринимательлĕх ĕçĕпе регистрациленмесĕр ĕçлекен çынсене саккунпа килĕшÿллĕн регистрациленсе ĕçлеме хĕтĕртессипе çыхăннă прог­рамма проектне хатĕрлеççĕ. Ку ыйтусене Раççей Президенчĕ Владимир Путин та тимлĕхе илнĕ. Асăннă проекта Канашăн черетлĕ ларăвĕнче пăхса тухĕç, унтан муниципаллă нормативлă документа кăларма планлаççĕ. Ку вăл пирĕн округри бизнес-климата лайăхлатассипе пĕлтерĕшлĕ утăм пулĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика