Вăрмар муниципаллă округĕнче Коррупцие хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен канашăн ларăвĕ иртнĕ. Комисси членĕсем коррупципе кĕрешес ĕç тухăçлăхне ÿстермелли пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухнă. Çак шутра коррупцие хирĕç кĕрешессипе пĕлÿлĕхе ÿстерессипе вĕрентÿ учрежеднийĕсенче мероприятисем йĕркелесси çинчен, муниципалитет нушисем валли таварсемпе пулăшу ĕçĕсене сутăн илмелли сферăра коррупци енĕпе йĕркене пăсассинчен сыхланассипе йышăнакан мерăсем çинчен, муниципаллă пурлăхпа тата Вăрмар муниципаллă округĕнчи çĕр участокĕсемпе усă курмалли сферăра коррупцие тата ытти право йĕркине пăсассине хирĕç профилактика мероприятийĕсем пирки калаçнă. Çавăн пекех Вăрмар округĕнчи культура учрежденийĕсенче коррупцие тата право йĕркине пăсассине хирĕç профилактика мероприятийĕсем ирттерессине те сÿтсе явнă.
Ларăва пĕтĕмлетнĕ май коррупципе кĕрешес тытăма малашне те çирĕплетсе пырассипе тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлне тăрăлăхпа тивĕçтерессипе йышăнусем тунă.
Надежда ШИШКИНА
