Шупашкарта медицинăн иккĕмĕш форумĕ иртрĕ. Вăл 1,5 пине яхăн медицина ĕçченне пуçтарчĕ. Ăна уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ. Сумлă хăнасен шутĕнчех Федерацин сывлăх сыхлавĕн сферинчи надзор службин ертÿçи Алла Самойлова, РФ Патшалăх Думин Сывлăх сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Бадма Башанкаев, ыттисем пулчĕç.
— Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕ чылай енĕпе малта пырать. Эпир те хамăр опытпа паллаштарса ĕçтешсенчен вĕренетпĕр. Тăтăшах çĕнĕ сиплев меслечĕсене алла илетпĕр, наука аталаннă май хальхи технологисемпе, материалсемпе тата инструментсемпе усă куратпăр. Çакăн кăтартăвĕ — Чăваш Енре пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ илнĕ пациентсен шучĕ ÿсни. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн шайне тата халăхăн пурнăç пахалăхне палăртма усă куракан тĕп индикаторсенчен пĕри — пурнăç тăршшĕ. Пилĕк çулта ăна 77,5 çултан та ытларах ÿстерме тĕллев лартатпăр», - терĕ Олег Николаев форума хутшăннисене саламланă май. ЧР Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвĕнче те республика Пуçлăхĕ çак сăмахсене каланăччĕ.
Форума хутшăннисен ячĕпе РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Михаил Мурашко салам янă. «Юлашки пилĕк çулта Чăваш Енре малтанхи медицина пулăшăвĕн тухăçлă тытăмне йĕркелеме, сывлăх сыхлавĕн хальхи инфратытăмне çĕнетме тата паха медпулăшу пахалăхне тивĕçтерме май килнĕ. 2020 çултан пуçласа республикăра сывлăх сыхлавĕн 300 объектне çĕнĕрен тунă е тĕпрен юсанă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин республикăра пулнă май Чăваш Енре медицина пулăшăвĕ памалли условисем лайăхланнине палăртрĕ», - тенĕ вăл.
«Чăваш Енре медицина сферинче питĕ нумай ĕç тунă, çав шутра ыттисенчен иртме пулăшакан проектсем те пур. Республика пĕчĕк пек туйăнать, анчах та хăйĕн вăй-хăвачĕпе, пултарулăхĕпе палăрать. Паха медицина халăх сывăрах пултăр тесе тăрăшнине тÿрре кăларать», - палăртнă Алла Самойлова.
Сывлăх сыхлавĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри медицина ĕçченĕсене патшалăх наградисемпе чысларĕ. Чыслава тивĕçнĕ медицина ĕçченĕсен шутĕнче Вăрмар районĕнчи тĕп больницăра анестезиолог-реаниматолог-тухтăрта нумай çул тăрăшса вăй хуракан Геннадий Иванович Николаев та пулчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ăна нумай çулхи тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ» хисеплĕ паллăпа наградăларĕ. Геннадий Ивановича сумлă награда илнĕ ятпа саламлатпăр /ÿкерчĕк çинче\, малашнехи ĕçре ăнăçу сунатпăр!
Форум программипе килĕшÿллĕн «Манăн фельдшерпа акушер пункчĕ чи лайăххи» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Ăна фельдшерăн халăхпа ĕçлемелли майĕсене пысăклатма, яллă вырăнсенчи медпулăшу пахалăхне ÿстерме йĕркеленĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова форум отрасльти профессионалсене пĕрлештерме, çĕнĕ çитĕнÿсем тумашкăн хавхалантарма тата Раççей сывлăх сыхлавне малалла лайăхлатма тĕллев лартнине пĕлтерчĕ. Мероприятин пĕрремĕш кунĕнче Республикăри клиника онкодиспансер никĕсĕ çинче хирургин çĕнĕ меслечĕсене халалланă ăсталăх класĕсем иртрĕç. Операцисене Раççейри паллă хирург-тухтăрсем — И.М.Сеченов ячĕллĕ Пĕрремĕш Мускав патшалăх медицина университечĕн пĕтĕмĕшле хирурги кафедрин ертÿçи Эдуард Галлямов профессор тата Н.Н.Блохин ячĕллĕ Наци медицина тĕпчевĕн онкологи центрĕн колопроктологи уйрăмĕн ертÿçи Заман Мамедли — ирттерчĕç. Операцие тÿрĕ эфир мелĕпе йĕркеленĕ те — форум хăнисем кăткăс операцисен кашни тапхăрне тĕплĕн тишкерме тата хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пама пултарчĕç. Çавăн пекех медицина форумĕнче ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче сывлăх сыхлавĕн ĕçне çутатассипе йĕркеленĕ конкурса та пĕтĕмлетнĕ, конкурс çĕнтерÿçисене чысланă. «Чир-чĕр профилактики енĕпе чи лайăх публикаци, сюжет, теле-радио передача» номинацире Вăрмар районĕнчи «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче вăй хуракан Эвелина Николаевна Михайлова редактор çĕнтернĕ. Ăна Диплом тата парне парса чысланă.
Эвелина МИХАЙЛОВА
