Октябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Кĕтеснерти шкул ачисен пĕр ушкăнĕ тата сăвă ăсталăхне кăмăллакан ял çыннисем культура çуртне поэзи уявне пухăнса Сергей Есенинăн çуралнă кунне паллă турĕç.
Малтанах пухăннисем ятарласах хатĕрленĕ илемлĕ стенд умĕнче Есенин сăн ÿкерчĕкĕсемпе, кĕнекисемпе, сăввисемпе паллашрĕç. Светлана Скворцова ачасене поэтăн ачалăхĕ, кун-çулĕ, творчестви çинчен каласа кăтартрĕ, хăш-пĕр сăввисене вуласа пачĕ. Вăлах Есенин сăввисем тăрăх тĕрлĕрен викторинăсем, конкурссем ирттерчĕ. Аслăраххисене тĕлĕнтерсе нумай ыйтусем çине ачасем тĕрĕс хуравсем пачĕç, вĕсенчен нумайăшĕ Есенин сăввисене вуланă та иккен.
Уявра вырăнти поэт Анатолий Иванов та пулчĕ. Вăл поэтăн малтанхи сăввисене тата амăшĕ, аппăшĕ патне янă çырăвĕсене каласа пачĕ, хăй чăвашла куçарнă Есенинăн «Илĕртÿлĕх» /«Чары»/ ятлă сăввипе паллаштарчĕ.
Илĕртÿлĕх
Ах, Çуркунне – чипер хĕрарăм
Çÿçне салатрĕ ĕшнепе.
Кайăксен хорĕпе янравлăн
Чансем кĕрлеç ун ячĕпе.
Чăтлăхсем витĕр пит хавассăн
Тĕтĕм пекех вăл сарăлать.
Çăра çÿçĕ çинче ахахлăн
Ылтăн шăрçа йăлтăртатать.
Хыçранах хĕрĕнкĕ русалка
Сывлăм сапать уйăх çине.
Эп хам та халь таса фиалка –
Савап, савап çуркуннене.
Алексей СКВОРЦОВ
