Патăрьел округĕнче пурăнакансене çитес çул Патăрьел, Шăмăршă тата Комсомольски округĕсен пĕрлехи çĕнĕ водовочĕпе ĕçмелли шывпа тивĕçтерĕç.

Халĕ пăрăхсене тăсас ĕç пырать. Пысăк çак ĕç федерацин «Коммуналлă инфратытăма модернизацилесси» программипе, «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕн тытăмне кĕрекенскерпе, килĕшÿллĕн пурнăçланать.

— Эпир çивĕч ыйтăва — Патăрьел тата Шăмăршă округĕсене централизациленĕ шывпа тивĕçтерессине — татса парасси патне шанчăклăн пыратпăр. Проект ку тăрăхра пурăнакансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа кашни утăма шухăшласа, тĕплĕн тумалла. Кунтан пирĕн кÿршĕсем те, Тутарстанра пурăнакансем, шыв илме пултараççĕ. Хăватсем çакна тума май параççĕ — пирĕншĕн хушма абонент пулĕ, - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Комплекса тапхăрăн-тапхăрăн ĕçе кĕртĕç. Паянхи кун тĕлне водоводăн 11 пуск комплексĕнчен 8-шне тунă. Ку сеть пăрăхĕсен 306 километрĕнчен 223-шне хывнине пĕлтерет. Кăçалах 9-мĕш пуск комплексĕн пĕрремĕш тапхăрне вĕçлемелле — тата 10,5 километр пăрăх хывмалла.

Олег Николаев Чă­ваш Енĕн 2030 çулчченхи аталану программипе килĕшÿллĕн ку тăрăхри округсенче пурăнакан 40 пин ытла çынна ĕçмелли паха шыв­па тивĕçтерессине туллин вĕçлеме тĕллев лартнă.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика