photo 2025 10 08 10 21 06Вăрмар муниципаллă округĕнче предпринимательлĕх аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен канашăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта округ­ри предпринимательсем тата вырăнти влаç представителĕсем, çав шутра Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, «Вăрмарсен Шупашкар хулинчи ентешлĕхĕ» обществăлла организацин президенчĕ Иван Аверьянов, «Аниш» территорири обществăлла хăйтытăмлăх председателĕ Владислав Анишин, экономика ăслăлăхĕсен докторĕ, Раççей ăслăлăхсен академийĕн канашçи, Вăрмар округĕн пуçлăхĕн штатра тăман пулăшуçи Олег Асмус тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Ларăва Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев уçрĕ, кунта хăйсен тăван тăрăхĕшĕн чунне парса ĕçлекенсем пухăннине палăртрĕ.

Экономика ăслăлăхĕсен докторĕ Олег Асмус Вăрмар муниципаллă ок­ругĕн социаллă тата экономика атала­нă­вĕн 2030 çулчченхи Комплекслă прог­раммин тĕп направленийĕсене мĕн­ле пурнăçласа пыни çинчен каласа пачĕ. Вăл палăрт­нă тăрăх, «Аквапром» тулли мар яваплă общество никĕсĕнче округ экономикине аталантарас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ индустри паркĕ хута ярассипе чылай ĕçленĕ.

Çавăн пекех сăмах округра вĕрентÿ клас­терĕ йĕркелессипе мĕнле ĕçсем туни пирки те пулчĕ. Ку ыйту нумайăшне хумхантарать, мĕншĕн тесен кадрсем çитменни хальхи вăхăтра йывăрлăх пулса тăнă. Анчах та ăна татса парассипе комплекслă ĕçлеççĕ. Пурте пĕлетпĕр, Вăрмар округĕнче Чă­ваш Республикин виçĕ аслă вĕренÿ заведени­йĕн представительствисене уçма вĕсемпе килĕшÿ пуснă. Çапла майпа çамрăксем хамăр округрах, ниçта тухса каймасăрах, аслă пĕлÿ илме пулта­рĕç. Студентсене тĕллевлĕ майпа вĕренме илессипе, стипендипе тата пурăнмалли условисемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене ректорсемпе сÿтсе явнă. Вăрмар округне федераллă экспертсемпе ученăйсем час-часах килсе çÿреççĕ. Раççей ăслăлăхсен академийĕпе çыхăну тытнипе виçĕ ăслăлăх инвестици проектне пурнăçлама тытăннă. Çитес çул округра уйрăм техникум уçма палăртнă.

photo 2025 10 08 10 21 06 2Унсăр пуçне Вăрмар округĕн территорийĕнче заправка станцийĕ уçас тĕллевпе майсем шыраççĕ. Вăрмар поселокĕнчи «Патриот» парка хăтлăлатас ыйту тимлĕхре — ку енĕпе ĕçсем çитес çул пуçланĕç. Хальхи йышши суту-илÿ комплексĕн строительствине куçран вĕçертмеççĕ.

Лару вăхăтĕнче официаллă учетсăр тата патшалăх контролĕсĕр пурнăçланакан бизнеспа /теневой бизнес/ кĕрешес мерăсем, асăннă проблемăна татса памалли майсем пирки те калаçу пулчĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин уйăх каялла экономика ыйтăвĕсемпе иртнĕ канашлура çĕршывра экономикăн контрольсĕр секторĕпе тата налук тÿлессинчен пытаннипе активлă кĕрешмеллине палăртнă. «Ку вăл тĕрĕс, сывă, конкурентлă хутлăха тытса пыма пулăшать, бизнеса, предпринимательлĕхе аталантарма тăрă условисем туса парать, çав вăхăтрах федераллă бюджета хушма тупăш илме май парать», — тенĕ вăл. Сăмаха май, РФ Президенчĕ иртнĕ кунсенче алă пуснă Хушу тăрăх, хăйсем çине ĕçлекенсем, пĕчĕк тата вăтам бизнесри предпринимательсем октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 6 уйăх таран кредит каникулĕ илме пултараççĕ.

Вăрмар округĕнче те официаллă учетсăр тата патшалăх контролĕсĕр пурнăçланакан бизнеспа кĕрешес тĕллевпе муниципаллă нормативлă документ кăларма хатĕрленеççĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, лару уçă калаçу евĕр иртрĕ. Кашниех хăйĕн ыйтăвне пама, шухăш-кăмăлне палăртма пултарчĕ. Ларура сÿтсе явнă проектсем округ аталанă­вĕшĕн пысăк пĕлте­рĕш­лĕ, вĕсене пурнăçлама пурин те пĕр­лĕхре пулмалла – çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç пухăннисем.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика