Вăрмарти Культурăпа кану центрĕнче Воспитатель, ача сачĕсен ĕçченĕсен тата Вĕрентекен кунĕсене халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Календарьте те çак датăсем юнашар. Пурнăçра та ача сачĕ, шкул, хушма вĕрентÿ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура. Кашни ачан пурнăçĕ çак ырă профессисен çыннисемпе çыхăннă.
Професси уявĕсемпе воспитательсемпе педагогсене, педагогика ĕçĕн ветеранĕсене Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ — юридици пайĕн начальникĕ Олег Кошельков, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, РФ халăх вĕрентĕвĕн тата ăслăлăх ĕçченĕсен Вăрмар районĕнчи профсоюз организацийĕн председателĕ Елена Николаева, Канаш епархийĕн пиллĕкмĕш округĕн благочиннăйĕ, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей саламларĕç.
Вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов професси уявĕсемпе саламланă май юлашки вăхăтра палăрнă хисеплĕ педагогсен ячĕсене, вĕсен çитĕнĕвĕсене асăнчĕ. ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн вĕрентÿ сферинчи инновациллĕ ĕçшĕн Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Александровна Цыфаркина 50 пин тенкĕлĕх укçан паракан хавхалантарăва тивĕçнĕ. Вăрмарти Ача-пăча пултарулăх çурчĕн педагогне, «Каратэ-до» кружок ертÿçине Юрий Иванович Григорьева спортсменсемпе командăсене хатĕрлессипе ăнăçлă ĕçленĕшĕн «Раççейри çар искусствисен тава тивĕçлĕ наставникĕ» хисеплĕ ят парса чысланă. Чулкасри вăтам шкулăн Кĕлкешри уйрăм структурăллă подразделенийĕнчи Н.Афанасьев ячĕпе хисепленекен музей «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене ĕмĕрлĕхе асра хăварассипе чи лайăх музей» республикăри конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Музей руководителĕ — Светлана Васильевна Романова. «Ĕçтешсене профессире çитĕнÿсем тунă ятпа саламлатăп, çак вĕренÿ çулĕнче те педагогсене те, вĕренекенсене те çĕнĕ çĕнтерÿсем тума ăнăçу сунатăп», - терĕ Сергей Павлов. Вăл вĕрентÿ сферинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн РФ Çутĕç министерствин ведомство наградисемпе — Хисеп грамотисемпе — Кĕтеснерти тĕп шкулта воспитатель пулса ĕçлекен Любовь Михайловна Васильевăна тата Арапуçĕнчи тĕп шкулта кĕçĕн классенче тăрăшакан Людмила Геннадьевна Тимофеевăна чысларĕ.
Çавăн пекех ытти чылай çын тĕрлĕ шайри наградăсене илме хăпарчĕ уяв сцени çине çак кун. Ĕçтешĕсем сцена çинчен анаканскерсене илемлĕ чечек çыххисемпе кĕте-кĕте илчĕç, ăшшăн саламларĕç.
Мероприятие «Родничок», «Березка» ача сачĕсен, «СТЕП» ташă ушкăнĕн, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкулта 4-5 классенче вĕренекен хĕрсен хорĕн, «Улыбка» хореографи коллективĕн, Вăрмарти Ÿнер, Спорт шкулĕсен воспитанникĕсен художествăлла пултарулăх номерĕсем пуянлатсах тăчĕç.
Эвелина МИХАЙЛОВА
