VolЯтарлă çар операцине мобилизаци йĕркипе хутшăнакан пирĕн ентешĕмĕр Михаил Андреевич Васильев çак кунсенче тă­ван тăрăхра кĕске отпускра пулнă вăхăтра çамрăк патриотпа Евгений Волковпа тĕл пулнă.

Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 7 «В» класра вĕренекен Женя СВО пуçланнăранпах пирĕн салтаксене пулăшу кÿрес ĕçе активлă хутшăнать. Çамрăк пулин те гуманитари пулăшăвĕ пуçтарас ĕçрен айккинче юлмасть вăл. Хăй ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе те, тĕрлĕ япаласем парса ярса та пулăшать.

Кунта ашшĕн Вячеслав Риксович Волковăн ырă витĕмĕ пур паллах. Вăл ывăлне Тăван çĕршыва юратма, салтаксене хисеплеме вĕрентет, унра патриотлăх туйăмне çирĕплетет. Чылай çул уйрăм çын предприниматель пулнă май Женьăна та мĕн пĕчĕкрен хăйĕн ĕçне хутшăнтарать.

«Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем пирĕн лăпкă пурнăçшăн хăйсене шеллемесĕр çапăçаççĕ, пирĕн те вĕсене хамăр енчен май килнĕ таран пулăшас пулать», — тет Вячеслав Риксович.

Çамрăк Женя та çак шухăша чун-чĕрине хывса çитĕнет. Тĕлпулу вăхăтĕнче Михаил Васильев арçын ачана тав тунă, 1251-мĕш Чăваш Мотострелковăй полкăн шевронне парнеленĕ, çавăн пекех футбол вылямалли мечĕк­пе пылак çимĕçсем парса хавхалантарнă.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика