olОктябрĕн 6-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче «Солдатский треугольник» кĕнекен презентацийĕ иртнĕ. Ку издание Аслă Отечественнăй вăрçă салтакĕсен паттăрлăхне асăнса кăларнă, унта фронтран янă чăн çырусене кĕртнĕ.

Асăннă кĕнеке респуб­ликăра пурăнакан ачасем пурнăçланă пысăк тĕпчев ĕçĕн результачĕ пулса тăнă. Вăл Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ наукăпа тĕпчев акцине пула çутă курнă. Акци шайĕнче 7-18 çулсенчи шкул ачисемпе студентсем фронт çырăвĕсене шыраса тупассипе тата упраса хă­варассипе тăрăшнă. Чи лайăх тĕпчев ĕçĕсене кĕнекене кĕртнĕ.

Мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă. «Солдатский треугольник» кĕнеке ветерансене хисепленине тата ĕмĕр-ĕмĕр тав тунине кăтартакан символ пулса тăрĕ. Совет халăхĕн Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенчи паттăрлăхне пурин те чунра тытмалла, вĕсен хушшинче çĕршер пин чăваш çынни те пур. Паян пирĕн салтаксем çак паттăрлăх йăлине малалла тăсаççĕ, Тăван çĕршывăмăра çирĕппĕн хÿтĕлеççĕ. Пирĕн тивĕç — истори урокĕсем, кĕнекесем, культура мероприяти­йĕ­сем, куравсем урлă астăвăма упраса ăруран ăрăва куçарса пырасси», — тенĕ вăл.

Презентацие хутшăнма Вăрмар округĕнчи пултаруллă ачасене те /сăн ÿкерчĕк çинче/ йыхравланă: Виктория Алексеева тата Мария Гаврилова /Энĕшпуç шкулĕ/, Павел Герасимов тата Моисей Моисеев /Мăнçырма шкулĕ/, Максим Давыдов тата Виктория Давыдова /Вăрмар шкулĕ/, Роберт Иванов /Кĕтеснер шкулĕ/, Марина Кузьмина /Чулкас шкулĕ\, Виктория Смородинова /Кивĕ Вăрмар шкулĕ/, Ольга Теплова /Ара­пуç шкулĕ/, Софья Якимова /Чупай шкулĕ/, çавăн пекех Кавалти Андрей Софронов тата Кĕлкешри Мария Савельева. Вĕсен тĕпчев ĕçĕсем кĕнекене кĕме тивĕçнĕ.

Людмила ИВАНОВА, Вăрмарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн методисчĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика