IMG 0817IMG 0809Пирĕн районти хуçалăхсенче темĕн тĕрлĕ культура та çитĕнтереççĕ. Куккуруса вара районĕпе те «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче кăна ÿстереççĕ хальхи вăхăтра. Кăçал унăн тухăçĕ уйрăмах савăнтарать, аван пулса çитнĕ. Шăпах куккурус выраççĕ халĕ хуçалăхра кашни уяр кун, 181 гектар çинче çитĕнтернĕ культурăран силос хатĕрлеççĕ. Уйра çимĕç пуçтармалли ятарлă комбайн пысăк хăвăртлăхпа тата хăватлăхпа ĕçлет, куккуруса çăмăллăн вырса пырать те тÿрех тураса вĕтетнĕскере çумăн пыракан трактор е КамАЗ кузовĕ çине пушатса пырать /сăн ÿкерчĕк çинче\. Комбайна Александр Васильев механизатор тĕрĕс-тĕкел ĕçлеттерет. Умлă-хыçлă виçĕ техника вĕтетнĕ çимĕçе уйран фермăна турттарса тăраççĕ. Яланхиллех руль умĕнче — хуçалăхăн шанчăк­лă ĕçченĕсем — Александр Артемьев, Александр Васильев, Яков Федоров. Пĕр техники тулса çитсе фермăна силос траншеи патне васканă хушăра тепĕр транспорчĕ ăна туххăмрах улăштарса пырать. Траншейăри силоса Василий Петров «Кировец» тракторпа калла-малла çÿресе пусарса тăрать /сăн ÿкерчĕк çинче/. Силоса йĕркеллĕ упрантăр тесессĕн лайăххăн пусармалла.

Хĕллехи вăхăтра силос выльăх-чĕрлĕх­шĕн çав тери усăллă апат. Нумай вăхăт хушши лайăх упрантăр тесе ăна тĕрĕс хатĕрлемелле, вара унри витаминсемпе тутлăхлă япаласем сыхланса юлаççĕ. Хуçалăхра пĕтĕмпе 7 пысăк траншея. Вĕсенчен виççĕшне шăпах силоспа тултармалла.

Фермăра паянхи кун пĕтĕмĕшле мăйракаллă шултра выльăх йышĕ — 637 пуç, çак шутра сăвакан ĕнесем — 263. Пурне те вĕсене пахалăхлă апатлантармалла, ăнăçлăн хĕл каçармалла. Хуçалăхра ĕç сыхлавĕн нормативĕсене çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ.

Пур ĕçре те ăнăçу сунатпăр хуçалăх ертÿçине Владимир Иванова, кунта тăрăшакансене.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика