photo 2025 10 14 08 11 33Октябрĕн 8-11-мĕшĕсенче Чăваш Республикин делегацийĕ Мускавра иртнĕ «Ылтăн кĕркунне — 2025» Раççейри XXVII агропромышленноç куравне хутшăннă. Чăваш Республикин делегацине Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов ертсе пынă. Делегаци йышне ЧР Ял хуçалăх министерствин, ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсен, апат-çимĕç тирпейлекенсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен, обществăлла организацисен представителĕсем — 50 çын ытла хутшăннă. Палăртма кăмăллă: делегаци йышĕнче пирĕн ентешсем те — Вăрмар округĕнчи «Иванов В.А.» тата «Михайлов А.О.» хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем — Владимир Анатольевич Ивановпа Алексей Олегович Михайлов та пулнă /ÿкерчĕк çинче/.

Чăваш Республики мероприяти пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх «Ылтăн кĕркунне - 2025» курав аталанăвне тÿпе хывнăшăн Гран-прие тата Диплома тивĕçнĕ.

27 çул çак курав çĕршывăн тĕп аграри форумĕ шутланать, вăл Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх куравĕн йăлисене упраса хăварма тата агропромышленноç комплексĕнчи паянхи йышши технологисене аталантарма пулăшаканĕ.

«Чăваш Республики «Ылтăн кĕркунне-2025» курава тÿпе хывнăшăн ГРАН-ПРИЕ тивĕçнĕ, стенда хăйне евĕрлĕ хатĕрленĕшĕн уйрăмах палăртса хăварнă», - палăртнă РФ вице-премьерĕ, ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев.

Чăваш Ен куравра тулăхлă чă­ваш çĕрĕ çинче туса илнĕ тĕрлĕ ял хуçалăх продукципе паллаштарнă. Çавăн пекех куравпа паллашакансем регионти агропромышленноç комплексĕнчи хуçалăха тытса пымалли малта пыракан методсем, çав шутра цифровизаципе роботизаци, çинчен те пĕлме пултарчĕç. Стенд инвестици климатне тĕпчеме, патшалăх кÿрекен пулăшу программисемпе паллашма, аграри секторĕнчи лидерсем хушшинче çĕнĕ бизнес-партнерсем тупма пулăшать, пирĕн продукци пахалăхĕ çÿллĕ шайра пулнине çирĕплетет.

РФ Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин регионсен экспозицийĕсемпе паллашнă май, пысăк тухăçлăхпа палăракан тата Раççей рынокĕн пысăк пайне йышăнакан, чăваш селекционерĕсем туса кăларнă хурсен «Макулинский» кроссне уйрăмах тимлĕх уйăрнă.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика