Bbbb9IySk6zbkjdckqLnuiT1t 78h5oyiUMCNI8IlAlWk9xwJskoETpmQbcocIMRkCURr0eUZo0 pTXceEUEBaiLЧăваш Енри туризм аталанăвĕн 2030 çулчченхи Стратегийĕнче палăртнă тĕп тĕллевсем — туристсен юхăмне 1,7 миллион çын таран, пулăшусен экспортне 3 хут, туристсене вырнаçтармалли вырăнсен шутне 2,4 хут ÿстересси.

«Туризм аталанăвĕ пирки калас пулсан, кашни туризм продукчĕ инфраструктурăпа та, пулса иртекен пулăмсемпе те çыхăнса тăмалла. Тĕслĕхрен, «Чă­ваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проекта илер. Регионта пулса иртекен тĕрлĕ пулăмсене пĕр проект шайĕнче пуçтартăмăр, çак ĕçе пурнăçласа республикăна пахалăхлă çĕнĕ шайра кăтартма май килнине куртăмăр. Шалти туризма та, Чăваш Енре пурăнакансемшĕн интереслĕ вырăнсене те аталантармалла. Сăмахран, чăвашсен ял хуçалăх производствин, кухнин, культурин йăлисене никĕсе хывса хута янă «Пехет» агромаркетра интересли чылай. Çак сервиса витĕмлĕрех тумалла, унăн паха енĕсене, вăл хальхи стандартсемпе килĕшсе тăнине кăтартмалла, ăна çĕршывăн анлă аудиторине сĕнмелле», — тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

«Пехет» тенĕрен, вăл Шупашкарта пурăнакансене тата хула хăнисене кулленех интереслĕ мероприятисемпе кĕтсе илет. Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центр, акă, çак кунсенче кунта иртнĕ Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин эрнине хутшăннă. Фетрпа тата вĕтĕ шăрçапа усă курса кĕрхи брошкăсем ăсталассипе лапамсем йĕркеленĕ. Мастер-класа хутшăнакансем хăйсен аллипе илемлĕ япаласем тулли кăмăлпа ăсталанă. Ачасем тĕрлĕ тĕслĕ хутран кĕнекесем валли закладка ăсталама вĕрентекен мастер-класа хутшăннă. Малашне вĕсем çак закладкăсемпе хаваспах усă курĕç. Çавăн пекех ачасем ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле мольберт çинче ÿкерчĕксем ÿкернĕ, хăйсен фантазине палăртнă, творчество энергине туйса илнĕ. «Пехет» агромаркетри кун интереслĕ тата тухăçлă иртнĕ.

«Кунта вырăнти ял хуçалăх производителĕсен, апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç предприятийĕсен продукцийĕпе суту-илÿ тăваççĕ. Ăна туянмасăр мĕнле-ха тухса утăн? Мастер-классем вара вăхăта усăллă ирттерме пулăшаççĕ, кăмăла çĕклеççĕ», — палăртнă Чăваш Ене тăванĕсем патне ачисемпе пĕрле Удмуртинчен хăнана килнĕ Ольга, Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн мастер-классне хутшăннăскер.

Надежда РОДЗЯНОВА, çемьепе ачасене пулăшакан уйрăмăн заведующийĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика