Юнкун Вăрмар округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Иван Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов тата депутачĕсем, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн заместителĕсем, территори пайĕсен начальникĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Хальхинче информаци ушкăнĕсем Пысăк Енккасси, Энтрияль тата Арапуç ял тăрăхĕсенче ĕçлерĕç. Унта пурăнакансене 2025 çулхи ĕççи мĕнле пынипе паллаштарчĕç, Наци кĕрешĕвĕсен Пĕтĕм тĕнчери II вăййисем çинчен каласа пачĕç, коммуналлă инфратытăм объекчĕсене 2025-2026 çулсенчи хĕллехи тапхăра мĕнле хатĕрленине пĕлтерчĕç, «Культура хутлăхĕ» проект пирки те сăмах пулчĕ.
Вăрмар округĕнче кĕрхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех, çĕрулми пуçтарса кĕртесси кăна юлнă. Пĕтĕмпе кăçал 15 481,1 гектар çинче акса-туса илнĕ. 60 101,22 тонна тырпул пухса кĕртнĕ /гектартан вăтамран 39,105 центнер\.
Наци кĕрешĕвĕсен Пĕтĕм тĕнчери II вăййисем Шупашкар хулинче иртнĕ. Унта 6 пине яхăн çын хутшăннă, çав шутра 39 çĕршывран 4,5 пин спортсмен. Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче 76 субъект представителĕ вăй виçнĕ.
Хутса ăшăтмалли тапхăр пирĕн округра кăçал сентябрĕн 24-мĕшĕнче пуçланнă. Çак кун вĕрентÿ, медицина, социаллă пулăшу учрежденийĕсене ăшă панă. Нумай хваттерлĕ çуртсене сентябрĕн 26-мĕшĕнчен ăшăпа тивĕçтерме тытăннă.
«Культура хутлăхĕ» проект шайĕнче округра интереслĕ мероприятисем иртеççĕ, шкул ачисем тăван тăрăхăн культурипе паллашаççĕ. Вăрмар округне республикăри культура учрежденийĕсенчен артистсем килсе çÿреççĕ, ачасене спектакльсем, концертсем лартса параççĕ.
Яланхи пекех информаци кунĕ шайĕнче çынсене харпăр хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăннă.
Надежда ШИШКИНА
