IMG 1173Вăрмарти тĕп больницăра призыв комиссийĕн кĕрхи призыври ларăвĕ пулчĕ. Призыв комиссийĕн председателĕ — Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Иван Иванов тата призыв комиссийĕн председателĕн заместителĕ — Чăваш Республикин Çĕрпÿ, Красноармейски, Вăрмар тата Куславкка районĕсен çар комиссарĕ Валерий Буклаков призыв комиссийĕн членĕсемпе канашлу ирттерчĕç, кĕрхи призыва ăнăçлă ирттермелли задачăсене палăртрĕç.

Призыв комиссине çитес вăхăтра çар службине ăсатмалли граждансене йыхравланă. Комисси членĕсем призывниксен докуменчĕсене, медицина хучĕсене пăхса тухрĕç, çамрăксем çар службине мĕн­лерех шайра хатĕр пулнипе кăсăкланчĕç, спортпа туслă-и, хушма професси пĕлĕвĕ илнĕ-и, руль умне ларма ирĕк паракан удостоверени пур-и тесе интерес­ленчĕç. Яшсем Раççей Федерацийĕн Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсенче службăра тăма кăмăл пуррине палăртрĕç. Çапла пулмасăр, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласси — хисеплĕ те пархатарлă ĕç. Призыв комиссийĕн председателĕ Иван Иванов тата призыв комиссийĕн председателĕн заместителĕ Валерий Бук­лаков çамрăксене çар повесткисем пачĕç, службăра ăнăçу сунчĕç.

Чăваш Республикинче, пĕтĕм Раççейри пекех, 2025 çулхи кĕрхи призыв октябрĕн 1-мĕшĕнче старт илнĕ, вăл декабрĕн 31-мĕшĕччен пырĕ. Служба срокĕ унчченхи пекех юлать — 12 уйăх. Призывниксене Раççей Федерацийĕн территорийĕнче вырнаçнă çар чаçĕсене ăсатаççĕ. Палăртмалла, сроклă служба салтакĕсене ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăна ямаççĕ.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика